Çĕннисем
Политика вӑл — лару-тӑрӑва кура тӗрӗс пурӑнма, этемлӗхри вырӑна тупма, этемлӗхе ӗҫӳпе-ӑстӑнупа хутшӑнма пултарни.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Политика вӑл — хаҫатсем вуласа, пӗлӗве пуянлатса пырса, тӗнчерипе ҫӗршыври лару-тӑрӑва ҫеҫ ӑнланни мар.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пултарулӑхӗ, ӑс-тӑнӗ, сӑнӗ-пуҫӗ, ячӗ-сумӗ, калаҫма пӗлни, хӑюлӑхӗ — комсомолта ӗҫлекене кирли пурте пур темелле; ертсе пырас ҫӗрти политикӑна ҫеҫ ӑнланмасть, ҫынсен хутшӑнӑвӗнчи,уҫлӑхне, ку вара секретаре «питӗ тӗрӗс асӑрхаттарнӑшӑн, шухӑшӗ ҫав тери уйрӑмах итлекенсемпе итлеттерекенсен, аялтисемпе ҫӳлтисен хутшӑнӑвӗн йӗркине, вӗсене ҫыхакан, пӗрлештерекен, вӗсене пӗр-пӗринпе мирлӗ усракан япалана та ӑнлансах ҫитеймест.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков — шухӑ каччӑ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шел, ҫак шухӑш Дина пуҫне малтанах килмерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Йышӑнӗ-и ӑна кунашкал йӗрке?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унта Валерий хӑй вырӑнне тупайӗ-шн?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Дина шучӗпе, Хрушев ертсе пынипе ҫӗршывра тапраннӑ демократи юхӑмӗ партипе комсомол аппаратне чи юлашкинчен тин ҫитет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чи тӳнтерри кунта — куҫкӗрет юраса, пӗр сӑмахсӑр пӑхӑнакансем те, хӑйсене ним шутламасӑр пӑхӑнтаракансем те ҫапла пулмалла та тесе шутлаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Аслӑраххине кӗҫӗнреххи куҫа-куҫӑн ырлани, куҫкӗрет юрама тӑрӑшни — яланхи йӑла.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав хушӑрах инструктор — пай пӑснӑшӑн мухтанине йӗркеллӗ япалах тесе шутлаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Обком аппаратӗнче парти организацийӗ пур; пӗр пухура та инструктор пай пуҫлӑхне, ку вара секре-таре критикленине илтмен; нихҫан та, нимле лару-тӑрура та пӗр-пӗр ыйтупа секретарь йӑнӑшни пулман; хӑвӑнтан пӑртак ҫӳлерех тӑракана та «тӗрӗс мар — йӑнӑшатӑр!» теме юрамасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пиллӗкмӗш ҫул комсомолра ӗҫлесе, Дина аппаратра хӑйне евӗрлӗ саккун-йӗрке пуррине чухласа илчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Аслисем каланине итлеме пӗлмелле, килӗшмест е тӗрӗсех асӑрхаттармаҫҫӗ пулсан та.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Обкомӑн пӗрремӗш секретарьне ҫынсем умӗнчех хирӗҫлесе каланине те тиркет вӑл.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паллах, парти райкомӗнче ыйту татса панӑ хыҫҫӑн та «урӑххине суйлама сӗннине е ҫакна тепӗр вӑхӑта хӑварма ыйтнине» Митрушкова ырламасть: дисциплина кирлех ҫав.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пленумра сике-сике тӑни, кайран Петракова хирӗҫ калама хӑйни ҫакна яр-уҫҫӑн ҫирӗплетрӗ кӑна.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пленумра сырӑннӑ ҫак шухӑш кайран Леснов патӗнче калаҫнӑ чухне пушшех вӑйланчӗ: Валерие хускатмалла марччӗ, райком аппаратӗнче ӗҫлеме, обкомри юлташсемпе хутшӑнма хатӗрленсе ҫитеймен вӑл.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та ирӗклӗрех шухӑш-кӑмӑллӑскер, комсомол аппаратӗнчи йӑла-йӗркене чунӗпе йышӑнма пултарать-ши?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Парти райкомӗнче те ҫак шухӑшахчӗ.