Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ, Тукай килте ҫуккине пӗлсенех юлан утсем Урасмет патне вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем пулсан та паян Урасметӑн хан эшкерне йышӑнассинчен хӑтӑлма нимле май та ҫук, лапсӑркка мулаххайлӑ иҫниксем кунта килсе тухаҫҫех, ҫавӑнпа алманчӑ хӑйӗн ватӑ амӑшне апат хатӗрлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет тутар мӑрсисене хӑналаман мар, вӑл лайӑх пӗлет: хан эшкерне илсе ҫӳрекен улансене юрама питех те кансӗр, ялан тенӗ пекех вӗсем ҫӑткӑн та ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, хӑйсене хӑналанӑшӑн вӗсем тепӗр чух тухса каяс умӗн хуҫана кӳрентернипе е сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене урайне шӑлса тӑкнипе тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те, Хусан хӑнисене йышӑнасси чӑрмавлӑ япала.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Сӑр шывӗ таврашне кайнӑшӑн тата вӑл унтан час таврӑнайманнишӗн хӗпӗртесе пурӑнаканскер, халь вӑл пӗрремӗш хут мӑрса мӗншӗн хӑвӑртрах килмест-ши тесе шутласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа ҫирӗм юлан ут яла сиккипе килсе кӗни Тукай мӑрса алманчине — Урасмета самаях шиклентерсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашки ҫулсенче Тукая ку ӗҫре хан эшкерӗ пулӑшни кирлӗ пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫак таранччен, вӑрҫӑ пулман ҫулсенче, куланая темиҫе алманчӑ вӑйӗпех пуҫтарса тӑрать, хӑех ӑна кимӗпе е лавсемпе Хусана леҫет.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ясак пуҫтарасси ку таврара, Ҫавал шывӗнчен пуҫласа Энӗш шывӗ патне ҫитиччен, Атӑл хӗрринчен пуҫласа Ҫӗрпӳ леш енчи Тукайкасси ялне ҫитиччен, пӗтӗмпех Тукай мӑрса аллинче.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ханӑн хӗҫ-пӑшаллӑ эшкерӗ Юмансар ялне сайра хутра ҫеҫ кӗрсе тухать, кӗрсен те ясак пуҫтарма мар, ывӑннӑ утсене кантарма тата типнӗ пыра кӑштах сим пылпа йӗпетме.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ хӗрсем тархасланипе унӑн килне кайса хӑйӗн шӑпӑрне те илсе пымалла пулчӗ, каҫхине вара пахчари ҫӗр пӳртре чылайччен шӑпӑр макӑрни тата хӗрсем хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай каялла килнӗшӗн мӑрса арӑмӗпе Нухрат ҫеҫ мар, тарҫӑсем те чунтанах савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ну, халь иккӗн таҫта та ҫитетпӗр ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ хӗрсем юлан утпа ҫӳреме вӑтанаҫҫӗ, пӗри те пырасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс пирӗн патӑртан кайнӑранпа ман никампа ҫӳреме ҫукчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ай, мӗнле лайӑх!

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чӑнласах-и, Ахтупай? — пӗлмӗш пулчӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗрсе тумлан часрах, ав Ахтупай сана чӗнме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Юлан утпа ҫӳремелли кӗпе пулать-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан ухмахлан! — терӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех