Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Дмитрий Бельский бояринпа пӗрле ҫамрӑк хан ялан хӑна кӗртетчӗ, ӗҫкӗ ӗҫетчӗ, княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе сеидсем ун патне ҫӗклемӗ ҫӗклемӗпе хаклӑ парне йӑтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Канлӗччӗ, лӑпкӑччӗ, ытармалла мар илемлӗччӗ 1519 ҫулхи ҫуркунне!

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей Хусан престолне шӑп кӑна ҫакӑн пек хӑтлӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтӗм ҫӗршыв ыйхӑран вӑранать, пӗтӗм чӗр чун вырӑнтан хускалса кӗшӗлтетме пуҫлать, мӗн пур ӳсен-тӑран нӳрӗпе те ӑшӑпа йӑл илсе чечеке те ҫеҫкене ларма васкать.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуна уҫакан ырӑ вӑхӑт-ҫке вӑл, ҫуркунне.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗпе курмасан та, ҫак вӑхӑтра урамра мӗн пулса иртнине чунӗпе лайӑх туять ҫамрӑк хан: Казанкӑпа Булак еннелле ӗнтӗ халь пур ҫӗртен те шыв юххисем кӗрлесе анаҫҫӗ, хуралтӑсемпе йывӑҫсем хушшинче унта та кунта шӑнкӑрчсем пӑр та пӑр-р! вӗҫсе иртеҫҫӗ, посадра кашни кил умӗнче ҫынсем шыв валли ҫул уҫса канав чаваҫҫӗ, пӑр катаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах хулӑн кан-тӑк ҫинче «хӗвел ачисем» мӗнле ытарлӑн вылянинченех паллӑ — тулта пӗтӗм тавралӑх ҫурхи хӗвелпе ялкӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсенчен ҫутӑ пӑртак ҫеҫ сӑрхӑнса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан керменӗн чӳрече кантӑкӗсем лутра та тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑйсен хыҫӗнчи туйралӑха пытӑр, — терӗ вӑл купӑсҫа тав тунӑ евӗр чавсаран чӗпӗтсе.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай курчӗ: Ятламас пӗрре те ҫӑвар вылятса калаҫмасть, тем тесен те, вӑл ӑна юлташла пулӑшма шутлать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кала, ӑҫта пыма хушас ӑна?

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Санпа шӳт туса тӑма эп хӗр ача мар пуль?

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ чӑнласах-и? — терӗ кӑшт именнӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫта пыма калас Эрнепие?

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Маншӑн ан пӑшӑрхан, эп сан пек аптраса тӑмӑп, — васкамарӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тух теҫҫӗ сана!

— Ав пусма вӗҫӗнче Альпи тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ тух часрах, — чӳречерен пӑхса илнӗ хыҫҫӑн алӑк еннелле тӗртрӗ ӑна Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑ ут час ватӑлать теҫҫӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех