Çĕннисем
Хӑшӗ ӑмӑртать унта — ҫави ӑмӑртать-и, ҫынни-и?
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫынни ахӑрать, кулать, ҫави ҫав-ҫавах малалла шӑвать, паккус хыҫҫӑн паккус утӑ хӑварать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавасем пӗр чарӑнмасӑр чашлатаҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урӑхла ӗҫлеме май та ҫук, мӗншӗн тесен кашни ҫыннӑн кӑмӑлӗ куҫ умӗнче, кашни ҫыннӑн ӗҫне халӑх курать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кунта кичем ҫын та кулать, наян ҫын та ҫӗкленсе ӗҫлет, ҫамрӑк ача та вӑйпитти ҫынпа ӑмӑртать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн уҫать-ши ҫынсен кӑмӑлне — янкӑр уяр ҫанталӑкпа улӑх илемӗ-и е пӗрлешӳллӗ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ — кашни утӑмра хаваслӑ кӑмӑл вылянине куратӑн.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Арҫынсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ, Ятман пӗрре ку енче, тепре ҫырма тепӗр енче вӗсем ахӑлтатнине илтет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр йӗплӗрех, сӑмах ҫеҫ калан хӗрсем таҫта илтӗнмелле янраттарса кулаҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Купӑс сасси ҫеҫ ҫитмест.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗн итлеме тӑратӑн, пур ҫӗрте те хаваслӑ кӗвӗ илтӗнет улах ӑйккинчи вӑрманта куккук авӑтать, кайӑкӗ юрлать, курӑк ӑшӗнче шӑрчӑкӗ чӗриклетет, пур ҫӗрте те ҫава чашлатать, лапатка сасси сывлӑша ҫурать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫта пӑхан, унта — хӗвел ҫинче ҫава харсӑр салтак аллинчи хӗҫ евӗр ялкӑшать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫта пӑхан, унта — тӗрлӗ теслӗ тутӑр, кӗпе, саппун, икӗ ял хӗрарӑмӗсем ҫаран ҫине ӗҫлеме мар, хӑйсен уяв тумне кӑтартма тухнӑ тейӗн.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫава илсе килменнишӗн ӳкӗнсе, Ятман хӑйсен ял ҫыннисем патне ҫывхарать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ ялӗ те утӑ ҫулма пӗр кунхине тухнӑ, ӗҫлессе те пӗр вырӑнтах ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та икӗ ял ҫыннисем ҫырма урлӑ пӗр-пӗрне чӗнни те илтӗнкелет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Уяв тумӗ тӑхӑнӑ халӑх ярмӑрккана: аса илтерет, лапаткапа ҫава хӑйрани янрамасан, никам та кунта утӑ ҫулаҫҫӗ тесе калас ҫук.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫырман икӗ айккипе те пӗрремӗш кун утӑ ҫулма тухнӑ халӑх хӗвӗшет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Куҫ умне халӑхпа тулнӑ анлӑ улӑх тухса тӑрсан ҫеҫ Ятман ӑна-кӑна маннӑ пек пулчӗ, чӑтлӑхпа пынӑ хыҫҫӑн шап-шур чечеклӗ уҫланкӑна тухнӑ ҫын евӗр, тек малалла утма хӑймасӑр умри картинӑпа нумайччен киленчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку асаилӳсем Ятман ӑс-пуҫӗнче хӑйсем тӗллӗнех ҫуралчӗҫ те ҫаран патне ҫывӑхах ҫитмесӗр те сӳтӗлсе пӗтмерӗҫ.