Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗрӗссипе, унӑн хӗлле вӑрманта ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӑйӗнпе сӑмахламан Ивана кӑшт хавхалантарас килчӗ: курмассерен тӑлӑххӑн пӑхать, такам кӳрентернӗ ҫын пек мӗскӗкӗн туйӑнать, чунне уҫас хамӑн каччӑнне, ман ҫинче усал ан шутлатӑр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗлте турттаракансен ӗҫне шута илнӗ чухне Марине Сехре Иванне курчӗ те ытла чарӑнса тӑрас мар тенӗ ҫӗртенех калаҫӑва кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Паллах, эпӗ мар, — терӗ Укахви ҫирӗппӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвӑртан хӑшӗ ун аллине ҫакланать, ӑна пӗлместӗп-ха.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Курӑпӑр-ха, мӗнле тавӑрӑр ӑна уншӑн…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӗнтӗ е Липа аллине е сан алла ҫакланать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пирки эп иккӗленместӗп, — кулчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫапнӑ хыҫҫӑн туллине мана паратӑп тесе шантарать-ха, вӑрлӑхлӑх ӳстеретпӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халлӗхе пӗрчи ҫемҫе-ха, анчах ӗлкӗрет пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ кайса курман, пулатех-и вара ун тулли? — терӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн пучахӗсем раснах шултра, пӗр гектартан вӑтӑр центнер та ытла тухмалла.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ Ятман туллинчен илсе калатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс хытӑ ҫын пек лайӑх япалана хурласа ан тӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунтан шултра пирӗн нихҫан та пулман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӗтӗ те мар, — Марине хӑй те аллине пучах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

– Пӗрчисем шултрах мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Нумаях тухас пек туйӑнмасть, — пӗр пучаха аллаппи ҫине хурса шӗкӗлчерӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман тулӑ тухӑҫлӑхне пӗлес килет…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ыраша паян иртенпех ҫапаҫҫӗ ӗнтӗ, ыран патшалӑха пама каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку вӑрлӑх ниҫта та тармӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех