Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вечерсене кӳршӗ яла мар, правленипе юнашар ларакан клуба та сайра ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, Левентей, ҫамрӑкла председателе ларнӑран пулас, хӑйне пур ҫӗрте те ытла ват ҫын пек тытать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ хӑвна, паллах, ваттисен шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫамрӑксене илсе кай.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗри пымасть, тепри пымасть, манӑн пӗччен каяс-им?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, сансӑр эпӗ каймастӑп! — ура ҫинче тӑнӑ ҫӗртен хӑвӑрттӑн сӗтел умӗнчи тенкел ҫине ларчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана пымасан та юрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайӑр, ара, — асли кӗҫӗннине хушнӑ пек каларӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тутаркассем вечера килме каласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Леонтий Петрович, юри сана чӗнме килтӗм, — терӗ вӑл, лешӗ ӗҫлӗн сӗтел хушшинче ларнине пӑхмасӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Правлени тӗлне ҫитсен Укахви Левентее аса илчӗ те, ӑна сӗтӗрсе тухас тесе, пусма тӑрах чупса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян акӑ — хуть пӗччен тухса кай.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Яланах ҫавӑн пек вара: ушкӑнпа пыратпӑр тесе сӑмах паратӑн та, кайма тӑрсан, виҫ-тӑватӑ ҫын ҫеҫ пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кама илсе каймалла кӳршӗсем патне?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваҫук вӑрманта, Людмила амӑшӗпе кӗпе ҫума тытӑннӑ, Симун фермӑра, ытти хӗрсемпе каччӑсем те пушӑ мар.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви темиҫе ҫынна килне кайсах чӗнчӗ, анчах вӑл курнӑ ҫынсенчен пӗри те Тутаркасси вечерне пыма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Зейнаб тепӗр икӗ эрнерен хире йӗлтӗрпе тепре те тухса пӑхрӗ, ҫара алӑпа юра чавма тӑчӗ, ӑна пӳрнисем витмерӗҫ — калча нимле сивӗ тивмелле мар ӑшӑ тумтир тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫанталӑк кӑнтӑрла икӗ хӗвел курӑнмалла сивӗтсе пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫӗре ҫемҫе юр айӗнчен пӑрлӑ кӑшӑл карса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумайӑшӗшӗн ку ӗҫ ытлашши пек туйӑнчӗ, ҫапах та калча ҫинчи юра пур бригадӑсенче те икӗ хутчен таптаса пусарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тытмалла ҫеҫ мар, пухӑннӑ юра таптаса тухмалла, ҫавӑн пек тусан тин ун усси пулать, — ӑнлантарчӗ вӑл бригадирсене.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех