Çĕннисем
Дина ҫирӗм тӑватта ҫитсе те чӑн-чӑн хӗр пурнӑҫӗпе пурӑнса кураймарӗ-ха.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӑнах, обкомра Светланӑпа калаҫса пӑхмалла мар-ши, ку ыйтупа вӗсен пайӗ ӗҫлет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Икӗ ҫул ҫеҫ — Дина кӗтсе пурӑнӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кайса килтӗр ак комсомолӑн Тӗп шкулне.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун хӑюлӑхне, ӑсне-пултарулӑхне тӗрӗс ҫулпа яма пӗлмелле ҫеҫ, хӑш сӑмаха ӑҫта каламаллине, ӑҫта ҫилле шӑнармаллине, ӑҫта шӑп тӑни вырӑнлӑраххине тавҫӑрма вӗрентӗр.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий райкомра пӗрремӗш секретаре ҫитет, ҫырас ӑсталӑхӗпе туллин усӑ курӗ — комсомол ӗҫӗ-проблемисем ҫинчен статьясем ҫырӗ, республикӑри пуху-канашлусенче сӑмах калӗ, вара кӗтсех тӑр: ӑна асӑрхаҫҫӗ, ӳстерсех пыма тытӑнаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Иккӗшӗ пӗрлешсен-и?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл эпӗ обкомра ӗҫленӗрен кӑна каччӑ туйӑмне уҫса параймасть.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Нимле хӗрпе ҫӳремест вӑл, ҫӳрет-тӗк, палӑратчӗ, эппин, манах савма кирлӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак йӗкӗтре кунран-кун килӗшекенни тупӑнса пырать.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑй-и?

Халех унӑн тӑван ялне — амӑшӗ патне кайӗҫ; Валерий ӑна килӗштерет-ҫке, эппин, мӗскер пӑхса тӑмалли пур-ши ӗнтӗ?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сӗнсен-и — халех килӗшет.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Динӑна халь кӗтмен туйӑм, — ӑна ӑссӑрла туйӑм тесен те ытлашши пулмӗ, — ярса илчӗ: мӗншӗн-ха ку каччӑн ӑна качча илес мар?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ялан ҫапла.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Эпир час пымастпӑр — «ачасемпе усал япала сиксе тухмарӗ-ши?..»
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗлле — «вутӑ епле ҫитермелле-ши?»
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӗркунне — «уммана юр айне тӑвас марччӗ»…
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫуркунне ҫитет — «анкарти мӗнле сухалаттармалла-ши?»
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл ҫапла нимле пысӑк ӗҫе те кулянмасӑр пуҫӑнаймасть.