Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Мӗншӗн ӑна этемле те пулин вӗлермерӗҫ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйрӑмах хӑваласа ҫитсе юлашкинчен вӗлерни — Патӑръел уесӗнчи пӗрремӗш районти милици начальникӗ Александров асран кая пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫ умне вӑрманта вӗлернӗ милиционерсем туха-туха тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков та Сидор утарне ҫитсен пӗрремӗш кун ыттисемпе танах ӗҫрӗ-ҫирӗ, кайран эрех-сӑра патне кӑмӑл туртмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам пӗлет, тен, куҫ умӗнчен кая пӗлмен тискерлӗхе ҫапла майпа тӗтрелентерчӗҫ вӗсем, тен, пачах урӑхла, хӑйсене тем тума пултаракан паттӑр вырӑннех хучӗҫ, тен, кӑмӑл самантсерен улшӑннине кура, апла та, капла та шухӑшламашкӑн ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-и, капла-и те, ӗҫессе вара пурте эрех-сӑра ӗмӗрне курман пекех пахматсӑрланса ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри-пӗри, тен, ӳкӗнен пек те пулчӗ-ши, тепри тата ҫав тискер ӗҫсемшӗн хӑйсене милици пушшех тӗплӗнрех шырасса, влаҫ тек ӗнтӗ пӑртак та каҫармасса ӑнланчӗ-тем…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ вӑрӑ-хурахсене те, тытӑҫу вӑхӑтӗнчи хӗрӳлӗх иртнӗ хыҫҫӑн, пӑртак шухӑшлаттарчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, ку таранччен тем те хӑтланнӑ-ха вӗсем, ҫапах тискер ӗҫсем юлашки кунри чухлӗ тумашкӑн тӳр килменччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашки хӗрӳ кун хыҫҫӑн темшӗн никамӑн та «сунара» тухас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сыхлӑха мансах ҫапла темиҫе кун аташса пурӑнчӗҫ, юрать-ха Сидор йыттисене иккӗшне те вӗҫертсе ячӗ, хӑй те тавраналла тухкаласах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрехе те, шӑрттана та, чӑкӑтпа ҫӑмартана та, ҫӑкӑрпа пахчаҫимӗҫе те хырӑма кашниех кӳпӗниччен тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуҫланчӗ вара ӗҫкӗ-ҫикӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Калюков тепӗр куннех Валетпа Йыснана ҫула кӑларса ячӗ те, лешсем, ҫывӑхри ялсене ҫӳреме юраманнине асра тытса, чугун ҫулпах таҫта кайса килчӗҫ, каҫалапа икӗ кутамккапа темиҫе ҫыхӑ йӑтса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрӳ тытӑҫусем хыҫҫӑн килме тивнӗрен, укҫана шутламасан, хурахсем утара пушӑ алӑпах ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ҫурта пуҫне тӗллемесӗрех персе антарнине халӗ те-ха ӑмсанса аса илеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӑртак шикленеҫҫӗ те-ши унран.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти хурахсем вара Сидора хисеплеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтанпа Мина унпа пит калаҫсах каймасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑрт илет хӑйне алла, шеремет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех