Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Паҫӑр вӑл ҫӳлти кӑвак тӳпе пекех лӑпкӑн юхатчӗ, ун кӑтра хумӗсем ҫыран хӗрринче ҫеҫ кӑшт палӑратчӗҫ, халӗ ак Атӑл варринче кӗреш пек хумсем йӑваланаҫҫӗ, шыв йӳҫсе чылай ҫӳлелле ҫӗкленнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пӑсӑласса сиснӗ пек, Атӑл та тӗсне улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӑлӑм ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗсем, ҫунӑ хыҫҫӑн типме тухса ҫакнӑ кӗпесем пек, йывӑррӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй пӑшӑрханнӑ пек пулчӗ, мӗншӗн тесен хӗвеланӑҫ енче тӳпе тӗксӗмленме тытӑннине асӑрхарӗ, йӗри-тавра шурӑ пӗлӗт тӑрӑхӗсем шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла чылайччен тӑрсан, сасартӑк вӑл пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан картусне хывса ҫутӑ та сарлака ҫамкине алтутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку енче унта та кунта лапамсене, ҫырма кукӑрӗсене ларса тухнӑ ялсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа юнашар, Атӑлӑн сулахай енӗпе, хитре сатин тӑрӑхӗ ҫумне ҫӗленӗ симӗс пусма пек, Йӑлӑм вӑрманӗ тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунтан шыв темиҫе ҫухрӑм тӑршшӗ курӑнса выртать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй ӗнтӗ Атӑл хӗрринчи чи чӑнкӑ вырӑна ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын пӗрре хӑйсен ялӗ еннелле, тепре Атӑл ҫинелле пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тӑван кӗтес, ырӑ кӗтес! Мӗнле юрататӑп эпӗ сана, ҫак мӗнпур ҫырма-ҫатрана, тӑван вӑрманлӑ улӑха, ҫак чуна кӑмӑллӑн хумхантаракан тавралӑха, ӑна витсе тӑракан кӑвак тӳпене!» тенӗ пек мӑкӑртатаҫҫӗ ун тутисем.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр икӗ ҫул ӗлӗкрех тухса кайнӑ та вӑл тӑван кӗтесрен, халь акӑ кунта каялла таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла пулсан, вӑл халь чунтан савӑнать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та ҫак вӑхӑтра ун пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫутӑлса тӑрать, ҫакӑнтан тата йӗри-тавралӑха пит пӑхкаласа пынинчен вӑл хӑйӗн тӑван уй-хирӗ тӑрӑх пынине чухласа илме пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй тин ҫеҫ госпитальтен таврӑнать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑн-питрен вӑл самаях имшеркке, кӗлеткинчен вара питех те тӗреклӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утнӑ майӑн кӳлепи йывӑрӑшӗ ҫак ура ҫине куҫнӑ чухне ҫар ҫынни кашнинчех кӗске туя ҫине сулӑнарах таянать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен ҫакна асӑрхама пулать: ҫыннӑн сулахай ури чӗркуҫҫирен хуҫланмасть те, ӑна тӳрӗ хӑма татӑкӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех