Çĕннисем
Элчӗ ӑна пӗр калаҫурах темӗн чухлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Чауш княҫпа ун ҫыннисене Крым ҫулӗ ҫинче казаксем тытса чарнӑ, Ту енчи ҫӗр-шыва аслӑ князь ҫӗнӗ воеводӑсем кӑларса ярать, Утямӑша вӑл чӑн-чӑн хан вырӑнне хумасть, ӑна сирпӗтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тӑвасшӑн, ҫитес ҫуркунне вырӑссем Хусан патне вӑрҫӑпа килме хатӗрленеҫҫӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку элчӗ те вӑл ҫӗрле ыттисенчен вӑрттӑн йышӑнчӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр усал хыпар уншӑн Мускаври элчӗ каласа кӑтартни пулчӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑйӗн Сафаран ҫуралнӑ ывӑлӗпе ӗлӗк те чуна нумай ыраттарса пурӑнчӗ вӑл, халӗ ун мӑшкӑлне тӳсме ҫук.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах хӑй тӗллӗн шутласа хучӗ: княжнана ыран-тепӗр кунне ку сӑмахсене ас илтерес пулать, уншӑн ӑна нимпе те каҫарма юрамасть.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сююнбике шӑлне ҫыртрӗ те тарҫӑ умӗнче нимӗн те чӗнмерӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑлах тата ку Гирей ӗнтӗ Хусанта юлашки Гирей пулмалла, ун хыҫҫӑн вӗсен ӗмӗрӗ пӗтет ак тесе каласа хунӑ имӗш.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сююнбикене тахҫантанпах курайман княжна ытти хӗрарӑмсем умӗнче Утямӑшпа амӑшӗ патшара нумай тытӑнса тӑраймаҫҫӗ тесе персе янӑ пулать.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Нухайран илсе килнӗскер, ӑна Сафан пиллӗкмӗш арӑмӗ пулнӑ княжна сӑмахӗсене пӗлтерчӗ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кучака хамран сивӗтместӗп».
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Аллах умӗнче эпӗ таса.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫын ҫӑварне тутӑр карса чарас ҫук.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Калаҫчӑрах, — терӗ тарӑхнипе Сююнбике.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кучак уншӑн ытла та хаклӑ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Капла тума пултараймасть вӑл.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь мӗн тумалла ӗнтӗ, ҫынсем калаҫаҫҫӗ тесе Кучака хӑйӗнчен пӑрса ямалла-и?
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сююнбике Кучака хисеплет, анчах нихҫан та пӳлӗме те кӗрсе курман-ҫке хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ ун патне.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку хыпара илтсен Сююнбике куҫӗнчен куҫҫуль юхса анчӗ — ытла та кӳренмелле калаҫаҫҫӗ вӑрӑм чӗлхесем вӗсем пирки.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Княҫсемпе мӑрсасем хушшинче тахӑшӗ сӑмах сарма ӗлкӗрнӗ те иккен — вӗсене, Кучакпа иккӗшне, савнисем туса хунӑ.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чи усал элек унӑн шанчӑклӑ ҫынни — Кучак пирки пулчӗ.