Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Куҫма кашни ҫынпа пакӑлтатма пултараймасть, ҫынна тӳрех чӗрине уҫса памасть, ҫапах та унӑн хӑйне кура чунӗ пур, хӑйне кура вӑл савӑнма та, хурланма та, тарӑхма та, хӑпартланма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл ӗҫре калама ҫук чӑтӑмлӑ, шухӑш ун ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫиелтен пӑхсан, ҫак этем ӗнтӗ-пурнӑҫра урӑх нимшӗн те тӑрӑшмасть пек, ун нимӗнле ӗмӗт те ҫук пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене те Куҫма типпӗн, шут шӑрҫисене васкамасӑр шутара-шутара хунӑ пек, калать, вӑл мӗнле каланинчен Куҫма пичче чӑнах та питӗ кичем пурнӑҫпа пурӑннине туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вот, ҫапла пурӑнатӑп пӗр майлӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа эвакуаципе килнӗ украинка ҫемйине кӗртрӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте ӗнтӗ ман никам та ҫук, хӗрача ҫара кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунӗпе кунта ларап, ӗҫ питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурӑнатӑп ҫапла.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле сывлан-ха, Куҫма пичче?

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫасса хӑй унчченхи евӗрлех лӑпкӑн калаҫать, ӗлӗкхинчен те лӑпкӑнрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем вара ӗлӗкхинчен ҫутӑраххӑн пӑхаҫҫӗ тата нумай пысӑкланнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӑл чылай пӗтсе кайнӑ, хӑрах ура ҫинче ҫеҫ тӑнӑран пулас, пӗвӗнчен те пӗчӗкленнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урине ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман хӗвел ҫинче шурӑхнӑ гимнастеркӑпа, ҫухави айне ҫӗлесе лартнӑ шурӑ пусма йӑрӑмӗ илемлӗн курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма пичче Ятмана тӑван ывӑлне кӗтсе илнӗ ашшӗ пек пур енчен те тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапла, ҫапла, курнӑччӗ, шыв ӑсса килетчӗ, — терӗ Ятман, укӑлча патӗнче курнӑ хӗре аса илсе.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ман патӑмра пӗр украинка пурӑнать, ҫавӑн хӗрачи.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле Людмила?

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн Людмила ӗнер урамра пӗр ҫар ҫыннине куртӑм, терӗ, орденпа, терӗ, апла вӑл сана курнӑ пулӗ-ҫке?..

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех