Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗрӗссипе калас-тӑк, хӗр ӑна юратнине пӗлсен хӑй мӗн тӑвассине халь те пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа вӑл час-час шухӑшлать те: «Тен, шӑпах мана ҫеҫ савса-кӗтсе пурӑнмарӗ-и?»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Педучилищӗре Валерий нихӑш хӗрпе те ҫӳремерӗ, Стешӑн та каччӑ пурри сисӗнменччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вара ӳлӗм мӗнле пурӑнмалли те уҫӑмланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫакна ҫеҫ пӗлесчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Стеша иккӗмӗш курсра ун патне ҫыру ҫырнӑ-и е шутламан та-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Нумая хапсӑнмасть пирӗн Валерий: Стеша ӑна юратать-и е…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кайран вӑл ҫавӑн чухне хӗрпе чунран калаҫайманшӑн миҫе хутчен ӳкӗнмерӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫапах та хӗр кӗске тӗлпулурах ун ӑшне вӑркатма, педучилищӗри вӑхӑтсене пӗтӗм туйӑмӗ-кӗввипе пӗрлех тавӑрма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Урӑх ним те.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тата — пединститута кӗресшӗннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ун ҫине гимнастика урокӗнче пӑхса илнӗ пек куҫ ывӑтрӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тепӗр тесен, Стеша хӑй те ӑна тӗл пулсан шарласах каймарӗ, Валерий мӗнле пурӑннине ыйтасчӗ хӑть.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чарса тӑратсах калаҫасшӑнччӗ — темме хӑяймарӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӑна пӗррехинче, Етӗрне урлӑ вырӑс тӑрӑхне утӑ ҫулма кайнӑ чухне, хулара курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Педучилище пӗтерсен, Сергеева та Казахстана кайма кӑмӑл тумарӗ — унӑн та Валерин пекех «ирӗклӗ» диплом.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫутӗҫ пайне кӗрсе вӑл ӑҫта вӑй хунине ыйтса пӗлес те…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Стеша хӑй те ҫав тӑрӑхри пӗр шкулта ӗҫлеме кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Стеша ашшӗ — хула ҫывӑхӗнчи колхоз председателӗ, ун ҫинчен «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра статья пичетленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫакна аса илсен, Валерий ҫывӑх кунсенчех Етӗрнене кайса килме шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех