Çĕннисем
Милиционерсем виҫӗ сехет тӗлнелле кӑна таврӑнчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫпе кайнӑ ҫамрӑк юлташӗсене те, Телегина та нимпе пулӑшма пултараймасса пӗле тӑркач, кӑнтӑрлахи апат тумасӑрах кӗтсе ларчӗҫ Крапивинпа Демин.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку вара Телегинпа тӗплӗнрех калаҫса илмешкӗн, паллах, чылай чӑрмантарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телее, ҫумӑрӗ ир тӗлне чарӑнчӗ-ха, ҫапах пасара паян халӑх йышлах тухас ҫук.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ылтӑн кӗркунне иртсе кайрӗ ҫав ӗнтӗ, ҫӗрле, ав, пӗлӗтрен ала витӗр пичкеренех янӑ пек лӳшкерӗ, ҫулсем пӗтӗмпех шепернӗ халӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, ҫанталӑк каллех пӑсӑлчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Юранӑ пулсан, Крапивин та, Демин та пасара хӑйсем кайӗччӗҫ вӗсем вырӑнне, анчах май ҫук…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эх, милиционерӗсем ытла ҫамрӑк-ҫке!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегинпа вӗсенчен пӗрин кӑна курнӑҫмалла, ыттисен ҫав вӑхӑтра калаҫакан икӗ ҫын ҫывӑхӗнче, таврара мӗн пулса иртнине сӑнамалла, кирлӗ-тӗк, Телегинпа иккӗшне пулӑшмалла.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вырсарникун канмалли пулин те, Крапивинпа Демин ӗҫе ир-ирех тухрӗҫ, ахаль тумтир тӑхӑннӑ виҫӗ милиционера пасара хӑйсем ӑсатса ячӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑн чухлӗ милиционера малашлӑха шута илмесӗр вӗрентмеҫҫех ӗнтӗ, так ахаль тӑккаламаҫҫех ура ҫине тин тар акан ҫӗршыва ахаль те ҫав тери кирлӗ укҫа-тенке…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакӑ, пӗр енчен, паллах, савӑнтарать: эппин, милици пултаруллӑ, ӑслӑ, вӗреннӗ кадрсемпе пуйса пырать-ха; тепӗр енчен, шухӑшлаттарать: тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешекен ҫынсене ҫулран-ҫул ытларах вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, эппин, нивушлӗ вӑрӑ-хурахсем социализм обществинех кӗрсе кайӗҫ, нивушлӗ вӗсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме пулмӗ-ши?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, Демин Мускаври милици шкулӗнчен вӗренсе тухни лайӑх сисӗнет ҫав, халлӗхе вӑл пур ӗҫе те пӗтӗмпех тӗрӗс тӑвать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Инструктажра Крапивин та пулкаларӗ, анчах хӑйӗнчен хушса нимех те каламарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗн ӑна, ҫав «хӑй пытарса хӑварнӑ» вырӑнтан илсе, пасарта сутса ҫӳремелле…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне, малтан Шупашкарта тата Йӗпреҫре калаҫса татӑлнӑ пекех, Телегин пӗлекен вырӑна сехетсемпе ытти хаклӑ япаласен тӗркине пытарса хучӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл пӗркун Крапивин Шупашкартан илсе килнӗ утлӑ резерв милиционерӗсене, вырӑнти сотрудниксене ҫынсем паллаҫҫӗ тесе, Телегинпа ҫыхӑну тытмашкӑн вӗсене хушнӑ пирки, пасарта мӗнле ҫӳремеллине, кирлӗ ҫынна епле палласа илмеллине, унпа мӗнлерех калаҫмаллине татах та татах вӗрентрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйӗн кӑмӑлне Крапивин, чӑн та, ҫынна кӑтартмарӗ, Демин вара ҫӗкленӳлӗхне пытараймарӗ, тен, пытарма та шутламарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун хыҫҫӑн кӗҫех пысӑкрах ӗҫ — тен, чи кирли — ҫывхарасса сисрӗ вӑл.