Çĕннисем
Пӗр шутласан, пач ӑнланмалла мар пек, сакӑр ҫул ытла пурӑнчӗ-иҫ Сӑпани Хӗлимунсӑр, Венясӑр, арҫынсӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗлет-ха вӑл, унӑн, Крапивина пула упӑшки перӗнсе вилнӗ хӗрарӑмӑн, пачах урӑхла, ӑна ӗмӗр кураймасӑр пурӑнмалла пек.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани иртнӗ пухура илтнӗ тӑрӑх, хутне милицие те яма йышӑннӑччӗ, апла-тӑк унта мӗн ҫырнине Хӗлимун хӑлхине ҫитерме тивӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗтӗм ял халӑхӗ йышӑннӑ приговор такама хускатӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин, мӗншӗн килес мар Хӗлимунӑн Экеҫе?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, Калюковӗ Йӗпреҫ районне кӑна мар, пӗтӗм республикӑна тустарать, ҫакна халӗ кашни чӑваш пӗлет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗҫлессе те ҫав енӗпе ӗҫлет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр енчен, Калюкпа тусӗсем ялхуҫалӑх юлташлӑхне ҫаратсан, каярах пулин те, пурӗпӗр килсе кайрӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Халӑх приговорне района кӑна янӑ-ха, Хӗлимун вара Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнать, эппин, Экеҫе килмелле те мар пек.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Темшӗн-ҫке, вӑл ҫав пухӑва Крапивин килессех сунчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани ӗнер ир кӑна-ха ҫунатлӑччӗ, кӗҫ-вӗҫ телейлӗ пулма пултарас ҫынччӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне ӗнтӗ кӑнтӑрла иртсен шкулта халӑха района янӑ приговор пирки пухасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эх, пӗлесчӗ унӑн ҫав «тӑшман» кам иккенне!..
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюк хурахӗсене ҫул кӑтартакана та вӑл чӑн-чӑнласах кураймасть.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн-чӑнласа каларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Епле хыттӑн, хаяррӑн каларӗ вӑл!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗлимун ялтан ӗнерех кайнӑ пулин те, унӑн ҫак сӑмахӗсем халӗ те-ха хӑлхаран туха пӗлмеҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпӗ ӑна, Сӑпани, хамӑн чи хаяр тӑшман вырӑнне хурса шырӑп, пурӗпӗр тытӑп».
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа, шансах тӑр, тупатпӑр хурахсене йыхӑрса ҫул кӑтартакан ҫав путсӗре.