Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ан тив, атя, вӑл Давида вӗлернех, Ҫӑпата Улькине ҫавӑрас тесе айӑпа кӗнех тейӗпӗр, юратушӑн ютта тухаканни тӗнчере пӗр вӑл кӑна-им.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нивушлӗ Совет влаҫӗшӗн Хӗлимун пекех пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешнӗ, большевик хӗреснашшӗне турӑ вырӑнне хуракан Ванькка сасартӑк Совет влаҫнех хирӗҫ тӑрӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, тепӗр енчен, ҫакӑ иккӗлентерет те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка вӑл каланине ҫӑвар карса итленӗ, мӗн хушнине пӗр пӑркаланмасӑр туса пынӑ, пултарнӑ таран мӗн чухлӗ пулӑшнӑ тата хӗреснашшӗне…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хреснай ывӑлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, вӑл Ваньккана шеллет, ӑна тата пысӑкрах инкекрен ҫӑлса хӑварасшӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урапа Ванькки Калюковпа ҫыхланса кайнине Крапивин ӑҫтан пӗлтӗр?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук-ха, апла мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чим, тен, Ванькка йӗрӗ ҫине ӳксе, ун урлӑ Калюковпа тусӗсене тытасшӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫук ҫав, пурнӑҫланайман ӗмӗтпе чуна йӑпатни ҫеҫ пулӗ ку.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпанин, чӑн та, Крапивин, тен, яла уншӑн ҫӳрет тесе ҫав тери калас килет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата унӑн хӳрешкисене.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор тӗрӗс шухӑшлать, апла ҫӳремешкӗн Хӗлимун ӗҫсӗр аптӑракан ҫын мар, унӑн халӗ, чӑнах та, лешне, сарӑ ҫӳҫлине тытмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран тата пулчӗ Экеҫре, икӗ хутӗнче те Сӑпани хӗр пултӑрӗпе, Ҫӑпата Улькипе, калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать, пирвай вӑл Калюков йӗрне шыраса пынӑ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимун яла пырса ҫӳрени те…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кай, ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр Сӑпание, Ванькка ун пек усал ҫын пулма пултараймастех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн ачаран пӗлекен Ванькка Давида вӗлернине те, халӗ ҫак ҫынвӗлерен Калюков вӑрӑ-хурахӗсемпе хӑй ирӗкӗпе ҫыхланса кайнине те унӑн ӗненес килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла разъезда Мӗтри хыҫҫӑн чӗнмесӗр утнӑҫемӗн Сӑпани Ванькка паҫӑр мунчара калани пирки те, халь ыйтни пирки те, Сидор умӗнче пулса иртнӗ тӗлпулу пирки те татах та татах шухӑшласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани, Телегина нимӗн хуравлама ӗлкӗреймесӗрех, вӗсем патнелле утрӗ, лешӗ вара ҫырманалла чӑмнӑ пек анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех