Çĕннисем
— Эсӗ Ятламас пиччӳпе ут та ут, эпӗ сире пӑртак кайсан хӑваласа ҫитетӗп, манӑн пӗр яла кӗрсе тухмалли пур, — терӗ Ахтупай.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чечекпие кӑшт улталама лекрӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аслӑ ҫул юппинче вӗсем уйрӑлчӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай Сӗве тӑрӑхӗнчи аслӑ ҫул патне ҫитиччен юлташӗсемпе пӗрле пычӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫуллахи пӗр тӗтреллӗ ир вӗсем ҫимеллисене хӑйсен ялӗсен лавӗсем ҫине тиесе ҫула тухрӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗн кӗтет вӗсене Тукай ялӗнче, пур-и паянхи кун ҫут тӗнчере вӗсен тӑван ялӗ — ӑна вӗсем нихӑшӗ те пӗлмерӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чечекпи Тукай ялне вӗсемпе пӗрле каять.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай юлташӗсемпе калаҫса татӑлчӗ ӗнтӗ: Ятламаспа Северьян Ахтупая кӗтмеҫҫӗ, лашаллӑ ҫынсемпе ермешсе ҫула тухаҫҫӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗр ача аякри Тукай ялне каяс шухӑша пӑрахрӗ курӑнать, ун пирки пӗрре те асӑнмарӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чечекпи лаша ҫинчен хытах ӳкмен пулмалла — вӑл хӗне кайса выртмарӗ, пӗр эрнерен ашшӗпе ҫырма хӗрне анакан пулчӗ, килте тӗрлӗ ӗҫре арҫынсене пулӑшрӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах пӗччен ҫул ҫӳреме питӗ хӑрушӑ-ҫке.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупайӑн пӗр шанчӑк ҫеҫ юлчӗ — унӑн хӑйӗн ҫичӗ юта ҫитмелле, арӑмӗпе ывӑлне хӑйӗн шыраса пӑхмалла.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫухалнӑ ҫынсене шырамалли ҫулсем питӗрӗнчӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем шӗкӗр хулана ҫитеймен те иккен, хулара халӑх пӑлханать тенине илтсен хӑраса часрах каялла килме тухнӑ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хусана кайнӑ ҫынсем темиҫе кунран пушӑлла таврӑнчӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нухайсенне тахӑшӗ лашине чиксе пӑрахнӑ, тата укӑлча патӗнче халӗ те пӗр аскер вилли выртать.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ялта вӑл каҫ чӑн-чӑн вӑрҫӑ пулнӑ иккен, тӑватӑ ҫынна хӗҫпе касса вӗлерсе хӑварнӑ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ваттисем ӑна темиҫе ҫамрӑка нухай эшкерӗсен аллинче курни ҫинчен, вӗсене ҫыхса пӑрахса тыткӑна илсе кайни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тепӗр кунне Иливан кайнӑ яла ҫитсен Ахтупай ҫакна пӗлчӗ: кӳршӗри яла нухайсем йӑлтах ҫунтарса янӑ, унта пӗр вӑй питти ҫын та хӑварман.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вара ашшӗшӗн тепӗр хуйхӑ тупӑнчӗ, вӑл ывӑлӗ те ҫухалчӗ пулӗ тесе пӑшӑрханма тапратрӗ.