Çĕннисем
Ейпух, капла хама та тытса кайӗҫ, Варламов ытахальтен хӑратмарӗ, чӑнласах асӑрхаттарчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Чарӑн, Антун, тархасшӑн, чарӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ара, пултӑрӑм, хам та ҫавнах калатӑп-иҫ, — хыпӑнса пуплешрӗ вӑл, пӗрре Ҫемен, тепре упӑшки енне туртӑнса.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Санюк ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӑртак хупса усрӗҫ те…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, каҫарӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пӑрахасчӗ санӑн ҫав хӑрушӑ ӗҫе, влаҫа парӑнасчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эх, пичче! — каллех ассӑн сывларӗ Ҫемен.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫумрах, урайӗнче, аслашшӗ чирлӗ пулсан та ӑсталаса пама ӗлкӗрнӗ тимӗр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуҫне ҫирӗпех тытайманран ҫитӗннисем ҫине кӑн-кан пӑхаканскер, хӑйӗн халлӗхе никамах та ӑнланайми чӗлхипе пакӑлтатма чарӑнчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла калаҫни виҫҫӗшне те чунӗсене пусарчӗ, пӗр хушӑ пурте шӑпӑрт ларчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл та тӑванах-ҫке, пулӑштӑр пӑртак, эп ахаль тумӑп.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫемен, Санюк, эсир Ехремпе те сӑмах татӑр.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ху пултараймасан, ӑна-кӑна юсама ҫын тупса пар, ӗҫшӗн Санюк пухутлах тӳлӗ, ан хӑра.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс луччӑ, акӑ мӗн, ман ҫемьене пулӑш май килнӗ таран.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗҫӗнни аслине вӗрентмест, — теме кӑна пултарчӗ вӑл Ҫемене.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тем ан лӑпӑртат!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ну, эс!

Никамран вӑтанми пултӑм ӗнтӗ, ҫын сӑмахӗ куҫа кӗмест тесе шутлатчӗ вӑл юлашки вӑхӑтра, ҫук иккен, шӑллӗ айӑплани, ав, витӗрех илет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун пичӗ-куҫӗ, вӑл ҫеҫ-и — пӗтӗм шӑмшакӗ вӗриленсе кайнине туйрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак самантчен кутник сакки ҫинче пӗр саса кӑлармасӑр ларакан Санюк чунӗ кӳтсе ҫитнипе каллех нӑшӑкласа илчӗ, ҫапах хӑйне алла илсе ӗлкӗрчӗ, йӗрсе ямарӗ.