Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Крапивин тӗрӗсех палларӗ-тӗк, Кӑртти Йӑванӗ пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Петр Никифорчӑ, а ҫапах та ку ӗҫ каллех нэпмансен аллине кӗрсе ӳкмест-и? — ӑна пӳлсех ыйтрӗ пӗр арҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Района йӗркелени нумаях пулмасть те-ха, эпир ку сӗнӳсене, хатӗрлесе ҫитерсе, тивӗҫлӗ органсене ятӑмӑр ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ҫывӑх вӑхӑтра вӑрман касса хатӗрлес ӗҫе сарса яма, йывӑҫран япаласем ытларах туса кӑларма тытӑнас шухӑш пур.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир ҫав капиталистсене тахҫанах кӑларса сирпӗтнӗ ӗнтӗ, халӗ хамӑр пуянлӑхпа хамӑр хуҫа.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӗлӗкрех, революциччен, таҫти ҫичӗ ютран килнӗ капиталистсем Йӗпреҫ енчен вӑрман чылай турттарнӑ, акӑлчансене, нимӗҫсене, тата ытти нумай ҫӗршывсене сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн таврари халӑх паянхи куна, тӗпрен илсен, ҫӗрӗҫӗпе кӑна пурӑнать-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр килнӗскер тесе, Петр Никифорович пирвай республикӑпа пӗтӗм ҫӗршыври лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ, унтан тин район пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх хайхи самай вӑрӑм коридора та шӑнӑҫаймарӗ, вара пухӑва картишӗнчех ирттерме йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх нумаях пулмасть района янӑ приговор пирки райӗҫтӑвком председателӗн заместителӗ тата Шупашкартанах, НКВДран представитель килет текен хыпар ял ҫыннисене пурне те кӑсӑклантарнӑ курӑнать: кӑнтӑрла иртсен, арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те, ачасем те, туя ҫине тӗренсе аран утакан ватӑсем те шкул патнелле туртӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аялта, сӑртӑн тепӗр сӗвекрех енче, Экеҫ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑр самай чӑнкӑ сӑрт патне ҫывхарчӗ, ҫапах тӑрантаса тӑвалла вӑйлӑн талпӑнса, уттине чакармасӑр туртрӗ, часах чи ҫӳле хӑпарса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, Филимон Петрович, Экеҫри юлташлӑха эпир ҫухатмӑпӑр, — шантарчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи нумай ҫӗрте кулаксем патшалӑха тырӑ та парасшӑн пулман…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен, вӗсем каланипе усӑ курса, Совет влаҫне хирӗҫ элементсем, тислӗк купи ҫинчи ҫумкурӑк пекех, пуҫ ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, Бухаринпа ун майлисем каланӑ шухӑшсенчен хӑшӗсем тӗрӗсех пулнӑ, ытти тӗлӗшпе, тен, вӗсем ҫӗршыва усӑ ытларах кӳрес кӑмӑлпах йӑнӑшнӑ — ӑна-кӑна никамах та уяса тӑман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем ҫине тӑрсах республикӑри ялхуҫалӑхӗн малашлӑх ҫук тесе ӗнентернӗ, ҫавӑнпа юман ытларах касса сутмалла та, пухнӑ укҫапа промышленность оборудованийӗпе чӗртавар туянса, индустриализаци ҫулӗпе кӑна каймалла имӗш.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Национал-уклонистсен шучӗпе, Октябрьти социализмла революци чӑваш хресченне нимӗнле усӑ та кӳмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Троцкистсемпе зиновьевецсем хыҫҫӑн каякансем чӑвашра питех тупӑнман, сылтӑм оппортунистсен шухӑшӗпе килӗшекенсем вара пирӗн республикӑра та пулман мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулака та тӗкӗнмелле мар имӗш, ма тесессӗн пурӑна киле вӑл хӑех социализма килӗштерсе пӑрахӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех