Çĕннисем
Иртнӗ ҫул пӗр пулӑҫӑ ҫапла кимӗ айне пулса путса вилнӗ тетчӗҫ…
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Юрать-ха, путса вилмен, киммӗре хум ҫӗклесе ҫапнӑ пулсан, ишсе те тухаймастӑрччӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ҫӳлтен буксир анать, вӗсем купӑс каласа килеҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хӑвӑр та хӑтланатӑр ҫав, — ятланӑ пек каларӗ Укахви, ҫамрӑксем пурте тухса ҫитсен.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эх, пӗтнӗ ман купӑс, пӗтӗмпех сӳтсе типӗтес пулать!
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл унта шыв кӗнӗрен ҫуталса тӑракан купӑсне тем вӑрӑмӑш тӑсса туртса кӑларчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чӑнах та, эпӗ ун ҫинчен мансах кайнӑ, — терӗ Карачӑм каялла кимӗ ҫине кӗрсе.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Купӑсу мӗнле, йӗпетмен-и? — аса илтерчӗ ӑна Симун.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Карачӑм йӗп-йӗпе ботинкисемпе лаплаттарса, хӗрсем патне тухрӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Никам та путмарӗ, урасем ҫеҫ шывра.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм, вӗсене курсан, паттӑрланнӑ пек пулчӗ:
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Никам та шыва чӑммарӗ-и сирӗнтен? — кулчӗҫ перевоз карлӑкӗ патӗнче тӑракан Укахвипе Людмила.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫамрӑксем пӗрпӗрне мухтаса хаваслӑн калаҫкалани илтӗнчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫамрӑксен сехрине хӑпартнӑ хумсем часах лӑпланчӗҫ, виҫӗ кимми те перевоз баржи патне пырса чарӑнчӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Турилкке пек ӳпӗнтерсе хуратчӗ вӗт, — терӗ Симун ятлӑ ачи, юнашар кимме тӗртсе ярса.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Икӗ кимӗ ҫинчи ҫамрӑксем те пӗр-пӗрин кӗсменӗсенчен, кимӗ хӗррисенчен пӗр харӑсах ярса тытрӗҫ, ҫавна пула хӑйсене шыва путассинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫав вӑхӑтра вӗсен тӗлӗнчен чылай инҫе иртсе кайнӑ буксиртан хумсен тепӗр ушкӑнӗ ҫӗкленсе килчӗ, Карачӑмсен кимми, тӳнсе каяс пек чалӑшса, юнашар кимме ҫитсе ҫапӑнчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑй, чӗрки ҫинчи купӑсне ларкӑҫ айне хурса, кормовой кӗреҫине алла тытрӗ, унпа хирӗнсе ӗҫлеме пикенчӗ, анчах кимме тепӗр майлӑ ҫавӑраймарӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Симун, сылтӑммипе иш, сылтӑммипе! — кӑшкӑрчӗ Карачӑм.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Акӑ Карачӑмсен киммине хумсем ҫине-ҫине темиҫе пырса ҫапрӗҫ, ун ҫинчи ҫынсем пӗр вӑхӑтлӑха кӗсмен сулӑмне ҫухатрӗҫ курӑнать, кимӗ, шыв ҫинче сӑпка пек вылянса, хумсене май ҫаврӑнчӗ.