Çĕннисем
Ӗҫ шыракансем валли Проломнӑй урамра «Ӗҫ биржи» уҫӑлчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтрах тата ӗҫсӗрлӗх ӳссе пычӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эпир выҫӑ ларас ҫук! — теҫҫӗ вӗсем.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Пирӗншӗн пулсан — совет влаҫӗ те пырать: ылтӑнӗ пулсан — таварӗ тупӑнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Керенка хут укҫа хакӗ кунран кун йӳнелсе пырать, спекулянтсем пӗр вӑтанмасӑр хаклӑ йышши япаласене патша пуҫлӑ ылтӑн укҫапа ҫеҫ сутма пуҫларӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах шалупа кӑна пурӑнакансен ӑҫтан тупӑнӗ ун чухлӗ укҫа?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтрах спекулянтсем шур ҫӑнӑх та, краҫҫын та, кӗпе супӑнӗ те, хакне ҫӗршер хут ӳстерсе, пасарсенче вӑрттӑн сутаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Супӑнь вырӑнне темӗскерле симӗс шӗвек кӑна сутаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӑвар хакӗ те темиҫе ҫӗр хут ӳссе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Краҫҫын лавккисем хупӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Хӑҫанччен тӳссе пурӑнмалла пирӗн ку выҫлӑха! — кӑшкӑраҫҫӗ урамсенче ҫӑкӑр лавккисем умӗнче черетре тӑракансем.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗтӗм тырпула нимӗҫсем патне янӑ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Большевиксем халӑха ҫӑкӑрсӑр хӑварчӗҫ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫӗнӗ йӗркене килӗштермен мещенсем уҫҫӑнах элек сарма пуҫларӗҫ:
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗҫ вӑл Хусана килсе тухас сас та илтӗне пуҫларӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Колчак ҫарӗ тепӗр хут Ӗпхӗве хупӑрларӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Упӑшкипе ашшӗ шуррисемпе тухса кайнӑранпа нумай событисем пулса иртрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халиччен пурнӑҫ йывӑрлӑхне хӑй тӳссе курманскер, Соня сасартӑк хӑраса ӳкрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пуринчен те ытла пӗччен тӑрса юлни пит пӑшӑрхантарчӗ ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хваттере вут хутса ӑшӑтасси, пӗр кӗренке ҫӑкӑршӑн черетре тӑрасси е тата ҫырмаран шыв ӑсса килесси — ҫак нихҫан туман ӗҫсене тумалла пулчӗ Соньӑн.