Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Нумаях пулмасть Тури Юнтапапа Атнаш ялӗнче пурӑнакансем туслӑх кӗперне хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Выльӑх апачӗ хатӗрленипе пӗрлех хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗре пулас тухӑҫ валли кӑпкалатсах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Апат единицине 30 центнертан кая мар хатӗрлесе хӑварма палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усракан хуҫалӑхра улӑма сая ямаҫҫӗ, пресласа урана хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Силос шӑтӑкӗнче пулас силоса Валерий Константинов погрузчикпе таптаттарса пусӑрӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Кукурузӑна Иван Ефимов «Дон-680» ятарлӑ комбайнпа пуҫтарса вӗтетет, симӗс массӑна Александр Константиновпа Всеволод Николаев «Камаз» автомашинӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Силоса «курган» мелӗпе хываҫҫӗ, выльӑх апачӗ пахалӑхне чылайччен упратӑр тесе консервантсем хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Паянхи кун тӗлне сӗтеклӗ апата 220 гектар ҫинче пуҫтарса илнӗ, симӗс массӑран 4200 тонна силос янтӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Халӗ ӑна ҫӗр ӗҫченӗсем вырма тытӑннӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Киров ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче кукурузӑна кӑҫал 231 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Эпир хамӑр районпа тата унта пурӑнакан пултаруллӑ ҫынсемпе мӑнаҫланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Уявран кашни асӑнмалӑх парнепе таврӑнма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Сцена ҫине пултаруллӑ яшсемпе хӗрсем, аслӑ ӳсӗмри ветерансем юрӑ-ташӑ номерӗсемпе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Савӑнӑҫлӑ концерт уява пуҫтарӑннӑ ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Ольга Микушина «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тухса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Сцена ҫинче тӗрлӗ отрасльте вӑй хунӑ ветерансемпе хастарсене район администрацийӗн Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Район аталанӑвӗпе ҫитӗнӗвӗ — ырми-канми тӑрӑшнӑ ҫынсенче.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Юрий Арлашкин Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн салам ҫырӑвне вуласа пачӗ, Канаш районӗ пурнӑҫпа тан утнине, аталану потенциалӗпе малашлӑхӗ пуррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Районта социаллӑ инфраструктура ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, ҫурт-йӗр хӑпартаҫҫӗ, ҫул-йӗр сараҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗнче пысӑк ҫитӗнӳсене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов тата район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне уява уҫнӑ май Канаш районӗ пур енлӗн аталанса пынине, ҫамрӑксене хамӑр тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнма условисем туса панине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех