Çĕннисем
— Эсселям-мегеляйкум, пуҫу ҫине ырлӑх ҫуса тӑтӑр, хазрет Шах Али!
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Чи малтанах хӑвна чӑн-чӑн мусульман ҫынни пек саламласа сывлӑх сунма ирӗк пар, хазрет Шах Али, — май пур таран ҫемҫен калаҫма тӑрӑшрӗ Сахиб.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Аллаха кӳрентеретӗн эсӗ, хазрет Сахиб-Гирей! — терӗ вӑл.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шигалей, ахаль чухне хӑйне именчӗклӗн тытӑканскер, палатӑна кӗрсенех аллисене кӑкӑр ҫине хурса княҫсемпе мӑрсасене пуҫ тайрӗ те Сахиб-Гирей умне хӑюллӑн пырса тӑчӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ним те калаймӑн, чее Сахиб-Гирей, курӑр тет ӗнтӗ вӑл, эпӗ сирӗн кӑмӑлтан иртме шутламастӑп, халӑхри ӗҫсене, патшалӑх ыйтӑвӗсене йӑлтах эсир хӑвӑр татса паратӑр, эпӗ, аллах ирӗкӗпе ҫакӑнта килнӗскер, эсир хушнине туса пыраканӗ анчах.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ку ҫынсене вӑл тем тесен те диван вырӑнне пуҫтарнӑ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шигалей хӑйне палатӑна илсе кӗрсенех сисрӗ: Сахиб-Гирей Хусана ҫаратма анчах килмен иккен, вӑл кунта Крым ушкӑнӗнчен кама та пулин престола лартнипе те ҫырлахасшӑн мар, Хусанта хӑй хан пуласшӑн.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хан ҫывӑхне, сулахай енне, пысӑк карачи Булат Ширинпа ытти карачисем тата сеид вырнаҫнӑ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сахиб-Гирейпе килнӗ темиҫе ҫынсӑр пуҫне кунта чи хисеплӗ вырӑнта Хусанти вырӑс ушкӑнӗн тӑшманӗсем лараҫҫӗ: паллӑ князь Урак, Сиди улан, Апай улан, княҫсем Бахты-Гильды, Казы, Табай, Отуча, Мамӑш.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хан палати пӗтӗмпех чаплӑ ҫынсемпе тулнӑ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн тӗксӗм сӑнӗ, сухалне яп-яка хыртарнӑран-и е кӗҫӗр ҫӗнӗ вырӑнта йӗркеллӗ ҫывӑрайманран, кӗл сапнӑ евӗр тӗссӗррӗн курӑнать.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑрӑм пӳллӗ, ҫинҫешке пилӗклӗ Сахиб-Гирей, симӗс чекмень тӑхӑннӑскер, хан хыҫлӑ тенкелӗ ҫинче ларать.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ирхине малтан Шигалее, унтан черетпе ыттисене Сахиб-Гирей патне илсе кайрӗҫ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗрӗпе илтӗнсе тӑчӗ хӑйсене асаплантарнине тӳсеймесӗр кӑшкӑракан ҫынсен сасси.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗрӗпе иртӗхрӗҫ Сахиб-Гирейпе килнӗ виҫ ҫӗр аскер крепость картишӗнче.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кунти ҫынсенчен никам та йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукай, коран сӑмахӗсене хӑй те начар мар пӗлекенскер, вӑл мӑкӑртатнине итлесех каймарӗ, типӗрех кӗтес тупрӗ те ҫурӑмпа чул юпа ҫумне таянса пӗчӗккӗн тӗлӗрме тапратрӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аллах хӑйне шанса тӑнӑ ҫынсене яланах пулӑшать; темле асап кӑтартсан та, аллах пире ҫавах ырлӑх ярса парать…
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аллах хӑйӗн пирӗштийӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ эсир пӗлменнине те пӗлетӗп тенӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пире аллах пӑрахас ҫук.