Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗтӗ вара пӗтмеллипех тӑпра айӗнчи лӑпкӑлӑхӑм, арканмаллипех арканӗ канлӗхӗм.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эсӗ, каҫхи сада янраттарса, пӗтӗм тавралӑх илтмелле: «Тӗнче парнелетӗпех, тесе шантарнӑччӗ-ҫке мана. Халӗ ма ӑссӑрланатӑн? Ма хӑв ҫине ху алӑ хурас тесе вӗтеленетӗн? Атте-и?.. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ, пирӗн хамӑрӑн. Тархасшӑн, аннеҫӗм-анне, кӑтарт мана кӑнтӑр ҫутине. Тӑна кӗр!» — тесе, йӗплӗ хулӑпа ӗшелентерме тапратрӗ-тӗк ҫине-ҫинех?..

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман пирки чӑнласах шухӑшласассӑн-и?..

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук, ҫук, эсӗ ман пирки мар, ытларах хӑв пирки шухӑшласа килпетсӗрленме пикеннӗ пулмалла.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗнче ҫутине тӑсакан тӗнчене килни мӑшкӑл япала-и?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан тӗлӗнтер-ха эсӗ: ача ҫуратни ҫылӑх-и?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тархасшӑн, ан хурсам чуну урлӑ чул.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Эй, мӗн калаҫатӑн эсӗ, аннеҫӗм-анне.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗмӗтленес ӗмӗтне те купӑста тунине тӳнтернӗ евӗр лачӑрах качлаттарчӗ, таса вутпа ҫунакан чӗрен хӗрхӗлтӗм кӑварӗ ҫине витри-витрипех мӑшкӑлтӑк шывӗ чашлаттарчӗ, сӳнтерчӗ ырӑ шанӑҫа», — тесе, ача умӗнче тӳрре тухма тытӑнсан хам, ун тӗлне ӳлӗннӗ ҫылӑхӑма май пур таран йӑвашлатма пикенсе пӑхас тесен?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Аҫу, аҫу сан юратнӑ аннӳне нимӗн вырӑнне те картмарӗ-ҫке.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӳр-ха, кӳр, атя чӑн тӗнчене хӑпарар!», тесе, тӗк выртакан кӗлеткеме те урлӑ та пирлӗ ҫавӑрса, хӑшкӑлтарса, асаплантарса пӗтермӗн-ши эсӗ манӑнне?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ылхан сана, анне, ҫавӑншӑн, ҫӗр чӑтайми ылхан.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мана ҫут тӗнче парнелемесӗр катӗртсе, хӑвна икӗ хут вӗлертӗн вӗт эсӗ, анне.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нивушлӗ эпӗ саншӑн ытлашши татӑк пулнӑ пулӑттӑм-ши?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ма вӗлертӗн мана, анне?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Хӗвел йӑлтӑртатнине, уйӑх кӗмӗлленнине курас, ҫумӑр ташланине, ҫил кашланине илтес килет. Тархасшӑн, аннеҫӗм-анне, кӑтарт мана кӑнтӑр ҫутине», — тесе тархасламӗ-ши йӑлӑнса?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Анне, аннеҫӗм, тӗттӗм мана кунта, тӗттӗм, тӑвӑр мана кунта, тӑвӑр, кӑлар мана ҫутта, ирӗке», — тесе тилмӗрмӗ-ши тумламалӑх та тулма ӗлкӗреймен куҫҫулӗпе.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ут кӗрсе ҫитмен ӳчӗпе тек-текех тӗршӗнӗ ӗнтӗ вӑл ман ҫума, чун кӗрсе ҫитмен чунӑпе тек-текех ӑшӑтӗ ӗнтӗ ман чуна.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сивӗ пулать ӗнтӗ ӑна, мӗскӗне, шӑн тӑпра айӗнче выртма.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ача…

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех