Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Шанчӑкла ҫунатланнискер, шанчӑкна сӳнтерсе.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывалма кайнӑскер, ак, пӗтнӗҫем пӗтсе таврӑнатӑн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шухӑшласассӑн, куҫран куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени…

Нимле те хӑтӑлса тухма май ҫук танатана тӑллантарса ӳкернӗ ӑна путсӗр чир.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунта этем пурнӑҫӗ, юратнӑ ҫын Кӗҫени кунҫулӗ вӗҫне чикӗ шартлаттарса ҫапнӑ-ха шелсӗр шӑпа.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хаяр ӳкни-и-ха кунта.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, эсӗ те ҫав, Елькка!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

…«Ара, эп, мӗн, хаяр ӳкме пултарать тенипе ҫеҫ»…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви ӑна урӑх васкатмарӗ, хир анлӑшне тата хӑй кун-ҫулӗпе килйыш пурнӑҫне тинкерсе, шухӑш ҫиплине кӑлтӑр та кӑлтӑр сӳтрӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лаша, хӑй юрттипе юртаканскер, ямшӑк хистенипе пӗр авӑк ярт-ярт чулса пычӗ-пычӗ те, тилхепи сулчӑлансан, каллех паҫӑрхи еккипе лаплатма пикенчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, ара… — тутиле чӑпӑрт-чӑпӑрт тутарса, лашана ҫурӑмӗнчен тилхепеле чашлаттарчӗ Матви, — Но-о, атя, урхамахӑм, васкарах!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Апла, чул тӗлне тӑрӑнчех, эппин, сӑмаххи!

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урӑх нимӗнех те шутламанччӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, мӗн тесе кӑначчӗ вӗт-ха Елькка, сӑмах хушса та пулин Матви сулхӑнне ирттерсе яма кӑшт пулӑшас тесе кӑначчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, эл, мӗн, хаяр, ӳкме пултарать тенипе ҫеҫ, — Матви хӑтӑранҫи тунипе Елькка пичӗ самант тӗмпӗл-тӗмпӗлпе витӗнчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хаяр ӳкнишӗнех (ара, мӗн хаярӗ тулӑнтӑр унта!) уйӑх ҫурӑ таранччен мутасланса ҫӳрес ҫук ӗнтӗ Шулашкарӑн-мӗнӗн, — хӑррӑнах пӳлчӗ кумӗ куммӑшне.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пыран ҫав пулчӗ-пулмарӗ кӗмсӗртетсе.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Капла каласан, чӗмсӗр Матви те сӑмах хушмасӑр тӳсеймерӗ:

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тем, хаяр ӳкмен-ши ӑна?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех