Çĕннисем
Матви алӑк хӑлӑпне карт туртрӗ те шалтан пуланса-пӑчӑхса тӑнӑ сывлӑш кӳ! палкаса тухрӗ тулалла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫын пул, ҫынлӑх саккунне ан пӑс.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Утас утма ҫулна малалла малашлас тетӗн-тӗк — ан пахмӑтсӑрлан, пӳртре мӗн пуррине тӑнч пӗтерсе ан тух, ыттисем валли те хӑвар.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан та ытларах, акӑ, сан валли, пурӑнас текен ҫын валли — патрон та тар, вут-шанкӑ, шӑрпӑк та пур: ӑшӑн та ывӑннине ирттерсе яр, сунарҫӑ-тӑк — пӑшална авӑрла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӑкӑр та, тӑвар та, типӗтнӗ, аш та, сухан та, ыхра та тупма пултаратӑн эс унта вӑхӑтлӑха, аслӑ ҫул ҫине тухиччен, чӗре сури тума пултаратӑн.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сунара-мӗне каятӑн-и е ҫӗтсе-аташса ҫӳремӗ тивет-и (тайга — вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ тинӗс) — акӑ, сӗм-сӗм вӑрман варринче сан валли хӳтӗ: сунарҫӑ пӳрчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫулталӑк ытла кунта пурӑнса, тайга йӑли-пӑлине самаях ӑнкарать Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени те, кабинӑра ӗнтӗркесе ҫӗр каҫмалла марришӗн хӗпӗртесе, аллинчи пысӑках мар ҫыхха хӑйӗнчен хӑвармасӑр, ырантан упӑшки пулас ҫын хулӗнчен ҫавӑтӑнчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Пулӑшусӑр тухаймастпӑр. Вӑт, элес-мелес», терӗ те вӑл, каҫхи апат тухмалли кӑшт-кашт хӗстерсе, тӑвалла, сӑрт тӳпнчи сунарҫӑ пӳртнелле таплаттарчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матви, капота уҫса, шалта ун-кун тыткалас пӑхрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пысӑках мар уҫлӑхпа пӑркаланса сӳтӗлекен сукмак пӗтӗмпех тулли уйӑх кӗмӗлӗпе тыткӑнланнӑ, пӗтӗмпех хӑтлӑ шӑплӑхпа тараватланнӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн кӑвак-кӑвак чӑтлӑхӗ, лисванпа хыр, е урӑх йывӑҫ ҫӑралӑхне тӗл-тӗл сирсе, хӗвӗнчӗк-хӗвӗнчӗк туса, ҫӗре лаплаттара-лаплаттара пуснӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тулли уйӑх тайга тӑнӑҫне ян та ян ҫутатать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Этем хӑлхи чухлас анлӑшра йӑлт чӗтӗревлӗ, йӑлт сисӗмлӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сыхӑ тата.

Кӑнтӑрла та ҫын хӗвӗшӗвӗпе кӗрлесе, шавласа тӑманскер, вӑл, каҫ сӗмлӗхӗнче пушшех те ют, пушшех те пушӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗрлехи тайга сӗнк.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шӑнкӑр шӑнкӑрчӑн шарт-шарт ҫунат сасси, ан, курӑсӑн та туйӑсӑн, паян кун та чӗре тӗпӗнчех иккен, паян кун та сывлӑм сыпнӑ йӑвӑ курӑкла ҫутӑ та таса, янӑравлӑ-мӗн…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ма кӑшт кӑна маларах, Кӗҫени ырӑ-сывӑ, тӑн-тӑн, хаваслӑ чухне йӑлтӑр йӑлкӑшмарӑн-ши эс Матви асӗнче, ҫурхи чӗрӗлӳпе каҫӑхса савӑнакан шӑнкӑр шӑнкӑрч пек шарт-шарт ҫунат ҫапмарӑн-ши?