Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кун пек шутласан питӗ те лайӑхчӗ Черемисиновшӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, воевода думнӑй дворянин ун патне мӗнле ӗҫпе килнине пӗлмерӗ те пулӗ-ха, патша ӑна чӑнах та элчӗ ӗҫӗсенче пулӑшма янӑ терӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша ун пирки хӑй каласа хунӑран-тӑр, вӑл Иван Семеновичран ним ҫинчен те ыйтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утлӑ ҫар воеводи Михаил Львович Глинский, аслӑ княҫӑн иккӗмӗш арӑмӗн — Елена Глинскаян тӑванӗ, Черемисинова курсан сиввӗн ҫеҫ пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑшне тӗрӗс айӑпланӑ вӗсенчен, хӑшне тӗрӗс айӑпламан, хӑшӗ сутӑннӑ тӑшмана, хӑшӗ сутӑнман — ӑна турӑ ҫеҫ пӗлет.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Местничество тени, вӑрҫӑра пӗри тепӗрне путарса е элеклесе ят илме тӑрӑшни, вӑрҫӑ хыҫҫӑн воеводӑсене Белоозера пуҫ яни ӗлӗк те йышлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тесен вырӑнсӑр ҫуйкӑнланмасть-ши Черемисинов — воеводӑсем хӑйсене дьяксем, тӗрлӗ служилӑй ҫынсем куҫ хупмасӑр сыхласа-сӑнаса тӑнине ахаль те пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пур пӗрех килӗшнӗ пулӗччӗҫ-ши Хусан патне кайма?

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тейӗччӗҫ-ши?

Тупата туршӑн, хӑйсене каласчӗ ҫакӑн пирки Бельскипе Глинские.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, аван хӑтланать аслӑ князь: вӗсене хӑех пӗрне утлӑ ҫар воеводи, тепӗрне кимӗсемпе анакан ҫар воеводи туса хурать, ҫавӑнтах шанса та пӗтереймест иккен, айккинчен сӑнаса тӑма хушать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Бельскипе Михаил Глинский мӗн тунине ҫеҫ шӑршласа ҫӳремелле-и унӑн ҫак вӑрҫӑра?

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗскер, хыпарҫӑ пулса тӑрать-и ӗнтӗ вӑл малашне?

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов ку таранччен патша службинче тӑрса вӑрттӑн калаҫусенче пулман мар, анчах кун пеккине илтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, ырӑ ӗҫ хушмарӗ ӑна Василий Иванович, пӗрре те килӗшмерӗ паян кремльти пӗчӗкҫеҫ пӳлӗмре пулса иртнӗ калаҫу.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйне аслӑ князь темшӗн ҫав тери кӳрентернӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑшсем йӑлт пӑтрашса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов киле канӑҫсӑр чунпа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турра ан кӳрентер, мана парӑнса ӗҫле, вара сӑваплӑ пулӑн…

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турӑ мӑн кӑмӑллисене телей памасть, хӑйне пӗр сӑмахсӑр парӑнса тӑракансене ҫеҫ ырлӑх кӳрет тенӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех