Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Апла вӑл пирӗн пурнӑҫа тытса тӑма, патшалӑха йӗркелеме халӗ те пулӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ахальтен-им ун тунипе турачӗсем пирӗн патшалӑх гербӗпе ялавӗ ҫине ӳкерӗнсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ҫавӑнпа та ӑна тӗнче е пурнӑҫ йывӑҫҫи тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ҫав йывӑҫ пӗтӗм тӗнчене, пӗтӗм пурнӑҫа йӗркелесе тытса тӑнӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ҫав кӑвак юман ҫӗрпе пӗлӗте пӗрлештерсе тӑнӑ тет, ун тӑрӑх турӑ хӑй те ҫӗр ҫине ҫынсем мӗнле пурӑннине курма аннӑ тет, вилнӗ ҫын чунӗ вара, таса пулсан, ҫав йывӑҫ ҫулӗпе ҫӳле-ҫӳле, ҫӳлти патшалӑхах, кайнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Вырӑнне ҫеҫ шыраса тупмалла, шыраса тупмалла та тавра карта тытса: «Ку ҫӗр кӑвапи!» — тесе кӑшкӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ун кутӗнче ӳксе пуҫҫапсан, ырлӑх-сывлӑх ыйтса кӗлтусан халӑх мӗн ыйтнине турӑ йӑлт пама пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Ҫав ҫӗр кӑвапинчен калама ҫук питӗ пысӑк, пӗлетех перӗнекен кӑвак юман ӳснӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Халӑх вырӑнтан вырӑна куҫса пынӑ, турӑ каласа кӑтартса панӑ сӑваплӑ ҫӗре шыранӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Тахҫанах, чӑвашсем ҫӗр кӑвапине шыраса ҫӳренӗ чухнех, пулнӑ ку.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак юман // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 160–161 с.

Мерчен шыв ӗҫсе пурӑнакан халӑх пӗр юнлӑ, пӗр чунлӑ, уйрӑлми тӑванлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Тӗпсӗр кӳлӗсенчен юхса тухакан турӑ шывӗ пире малашне те вӑй-хал, сывлӑх парса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Пӗрех улшӑнсах пӗтмен-ха!

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Халь ӗнтӗ таса мар шыв ӗҫсе пурӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш юнӗ улшӑнчӗ те пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Юн та вара вараланать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Халь ӗнтӗ эпир унта шыва та кӗместпӗр, ӗҫместпӗр те, тата тӗрлӗ химикатсем ярса варалатпӑр…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Эпир авалхи чӑваш ҫулне манса кайса ҫав тӗпсӗр кӳлӗсенчен хӑрама та пуҫланӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Турӑ шывне ӗҫсе пурӑннӑ мар-ши пирӗн авалхи мӑн асаттесем?

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Ҫав авалхи шывпа ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ-ши чӑваш ялӗсем ҫумӗнчи тӗпсӗр кӳлӗсем?

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Турӑ тӗнчене тунӑ чухне малтан шыв кӑна пулнӑ тет, кайран ҫӗрне те тунӑ, анчах ҫав шыв вӑл ниҫта та кайса кӗмен ӗнтӗ, ҫӗр айнех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 159–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех