Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫак упа пынӑ хыҫҫӑн Ламппас утара тата тимлӗрех хураллама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Иртнӗ ҫулла ватти, питӗ тӗрекли пычӗ те пылне тутанса пӑхма ӗлкӗреймерӗ, Ламппас асӑрхарӗ, Палюк мучи вара хӑвӑртрах пӑшал илсе тухса кӗрслеттерчӗ, упа ҫавӑнтах тӑрӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫулла утара пырса вӗлле ҫӗмӗрсе пыл ҫиме ҫӑмламас упа та ӳркенсех тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Мулкачсем ҫеҫ-и.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ламппас халь хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет: утар тавра ҫӗрле те кӑнтӑрла та темиҫе хут кайса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ӑна утар тавра чупса ҫӳремӗ Палюк мучи юри йӗлтӗрпе такӑрлатса ҫул туса парать.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ула йытӑ — Ламппас.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Хуралҫи кам?

Улмуҫҫисене хӗлле мулкачсем кӑшласа сӑтӑр тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Утарӑн сачӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Мӗншӗнне те каласа паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Утарта Палюк мучипе Настаҫ кинемие йытӑпа кушаксӑр пурӑнма кичем кӑна мар, майӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Кун хыҫҫӑн эпир ҫакна та ӑнланса илтӗмӗр: утар патӗнчи пӗве татса кайнӑ чух та ҫавнашкал пӗвери шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе карас пулӑсем лӗкӗ ӑшне чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫӗлен евӗрлӗ явкаланса лӗкӗ ӑшне йӑшт та йӑшт кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ак, хайхисем, малтан ӑшӑ шывра чиперех ишсе ҫӳренӗ пулӑсем, халь лӗкӗ ӑшне чӑма пуҫларӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пӗр витре ятӑмӑр, икӗ витре…

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Аквариумри малтанхи ӑшӑ шывне тӑкса кӑшт ҫеҫ хӑвартӑмӑр та, ҫӑлтан ӑснине, сиввине тултарма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫӑлӗ питӗ тарӑн, шывӗ ӗҫме ҫук сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Вӑл кун пӗвери шыва хурсемпе кӑвакалсем шӑлтах пӑтратса пӗтернӗччӗ, ҫавӑнпа ҫӑлтан ӑсма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Аквариумсене тултарма малтан шыв шкул патӗнчи пӗверен илеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех