Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӗсен вӑхӑтне кӑсӑклӑ та усӑллӑ ирттерме лагерь руководстви тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем, тӗлпулусем йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫулсеренех хамӑр районти, республикӑри ытти районсенчи тата урӑх регионсенчи ачасем канса сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Шкул ӳсӗмӗнчи ачасене журналистика сферинчи специальноҫсем ҫинчен каласа парас тӗллевпе иртнӗ кунсенче Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Романтика» лагерьте тӗлпулу ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫавӑнпа ачасене шкул саккинченех тӗрлӗ профессисемпе, вӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Килӗшекен ӗҫре вӑй хурсан кун иртни те сисӗнмест, кӑмӑл-туйӑм та ҫӗкленӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ку чӑннипех те ҫапла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

«Чуна выртакан ӗҫ тупӑр, вара пурнӑҫӑрта сирӗн пӗр кун та ӗҫлеме тивмӗ», — тенӗ пӗр ӑслӑ ҫын («Найдите себе работу по душе, и вам не придется работать ни дня в своей жизни»).

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫӗр ҫинче миҫе тӗрлӗ професси ҫук пулӗ, анчах пирӗнтен кашниех пурнӑҫне шӑпах та хӑйӗн кӑмӑлне каяканнипе ҫыхӑнтарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Кашни ҫын хӑйне килӗшекен, творчествӑлла пултарулӑхне аталантарма пулӑшакан профессине суйлама ӑнтӑлать.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Профессисен тӗнчи анлӑ та интереслӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Тӑлӑха юлнӑ Вӑрмар район ҫамрӑкне Роман Васильева (ӳкерчӗк ҫинче) хваттер уҫҫи парса саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Тӗлпулу савӑнӑҫлӑ пулӑмпа вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Депутатсемпе пӗр чӗлхе тупса чылай ӗҫ пурнӑҫлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Хальхи вӑхӑтра пуҫарулӑх бюджечӗ ку е вӑл объекта хӑпартма, модернизацилеме е юсама пулӑшакан чи ӑнӑҫлӑ инструмент пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

«Объектӑн паха проектпа смета документацийӗ, экспертизи, депутатсем хушшинче килӗшӳ пулни, вырӑнта пурӑнакансем ҫак объект чӑннипех те кирлӗ пулнине ҫирӗплетни пулмалла. Ҫакӑн пек ӗҫлесен кӑна ӑнӑҫлӑ кӑтарту пулать», - тенӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Халӑхран суйланнӑ ҫынсен ку е вӑл ыйту, йывӑрлӑх ҫине тимлӗх уйӑрнисӗр пуҫне ӑна вӗҫне ҫити тӗпрен татса парассипе тӑрӑшмаллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Л.Черкесов районти депутатсен корпусне ҫирӗплетсе Вӑрмар район аталанӑвӗшӗн пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Канашлура муниципалитетри депутатсен бюджет ӗҫӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Ӗҫлӗ тӗлпулӑва ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин, Вӑрмар район пуҫлӑхӗ Ю.Иванов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Вӑрмар районӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Ильич Черкесов пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех