Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ку хыпара та, Экеҫ гражданинӗ тӗрмерен тарнине те таврари пур ялсене ҫитерчӗҫ, «Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ хурах е Телегин евӗрлӗ ҫынсене курсанах административлӑ органсене пӗлтерме хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хыткан, анчах ҫирӗп шӑмшаклӑ, вӑтӑрсене ҫитсе пыракан арҫынна пӗтӗм Чӑвашъенӗпех шырама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици начальникӗн заместителӗ Демин ҫавӑнтах следстви пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтан Крапивинпа калаҫса татӑлнӑ пекех, кӗҫех кунти «Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ пек турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл хушнине итлесе, Ванькка чугун ҫул хӗрринчи ҫак пысӑк ялта, унччен уес центрӗ те пулса курнӑ, халӗ кӗҫех район центрӗ пуласскерӗнче, хӑйне ӗҫ шырама килнӗ ҫын пек кӑтартса, пасарпа хӗреслӗ урамри карчӑк патне хваттере вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫаксене пӗтӗмпех шута илсе, Крапивин Телегина хурахсем ҫинчен ӑҫта хыпар илтӗннӗ ҫавӑнта кайса ҫӳреме хушмарӗ, малтанлӑха Йӗпреҫре кӗтсе пурӑнма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, вырӑнӗ ҫакнашкалскер кунта: Совет влаҫӗн ҫулӗсенче кӑна чугун ҫул хӗррипе темиҫе пӗчӗк поселок ӳссе ларнӑ, ытти ҫӗрте — «шавлать, кашлать сӗм вӑрман, вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть…»

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак таврара вӗсене ҫӗр тӗпне ҫӑтакан асамлӑ вырӑн пур тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пӗр-пӗр хура ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн хурахсем йӗрне шӑпах Йӗпреҫ патнелле ҫитеспе тӑнч ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйсен ялӗсене сайра хутра пыркалаҫҫӗ те, вӗсенче тӑтӑшах пулмаҫҫӗ вӗсем, пулсан та, нумаях пурӑнмаҫҫӗ, влаҫ аллине ҫакланасран хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗмӗшӗнчен, хурахсенчен паллӑраххисем, тӗрӗсрех каласан, таркӑна тухнисем пӗрисем — Йӗпреҫрен кӑнтӑрарах енчи тутарсем, теприсем — Йӗпреҫрен ҫурҫӗртерехри чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрремӗшӗнчен, кунта вӗсен ҫулӗсем хӗресленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, тӗрлӗ хыпарсене танлаштара-танлаштара, Крапивин ҫак шухӑш патне ҫитнӗччӗ: Калюков хурахӗссм, таҫта та ҫӳреҫҫӗ пулин те, пуринчен ытларах Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче явӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ вара шыраса туп-ха ҫӗршер ҫухрӑм унталла-кунталла утпа ҫӳрекенсене.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, хурахӗсем те вунпилӗк-ҫирӗм ҫухрӑмри тавралӑхра кӑна иртӗхетчӗҫ, вӗсем вӑрманта хӑш тӗлерех пурӑнни те паллӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне Ваньккан хурахсем вӑрманта ӑҫта пурӑннине кӑна пӗлмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, хӗреснашшӗне сакӑр ҫул каялла пулӑшни мӗнех вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, мӗн калаҫса килӗшнине пурнӑҫлама тытӑнсан, хӑй питех те кӑткӑс ӗҫе явӑҫнине Телегин пирвайхи кунсенчех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хурахӗсене тупса тытассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хӗреснашшӗпе иккӗшӗ пӗтӗмпех сӳтсе яврӗҫ пек ӗнтӗ, ҫавна май пурте йӗркеллех пулма тивӗҫ пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн чунӗ кисренет халӗ, ҫавӑнпа ыттине нимӗн те асӑрхамасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех