Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Эпӗ шутлатӑп-шутлатӑп, вӗҫне-хӗрне тупаймастӑп-ха, — терӗ Левентей, агроном ҫав-ҫавах шарламаннине кура.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кулмасӑр калаҫма тытӑннӑран Липа ӑна шухӑша кайса, лӑпкӑн, сӑмаха пӳлмесӗр итлерӗ, председатель чарӑнсан та, темиҫе минут ним чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вара агронома темиҫе кун каялла ҫак пӳлӗмре Ятманпа иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ тавлашу пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей сисрӗ, юлашки вӑхӑтра ытти колхозсенче пурӑннӑран Липа Ятман шухӑшне чӑнах та пӗлмест иккен-ха, Ятманпа вӗсем нумайранпа курнӑҫайман пулас.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каласа пар йӗркипе, пул кӑшт этем евӗр…

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн ҫинчен калаҫатӑн эсӗ — нимӗн те ӑнланаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле эсӗ ҫапла шӳт туса калаҫатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Липа.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫалтан пуҫласа,эсӗ ӗнтӗ хӑвна участковӑй агроном тесе ан шутла, эсӗ — колхоз гигант агрономӗ!

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председателӗ Ятман хӑй пулать, агрономӗ — Ашмарина.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫӗ колхоза пӗрлештермелле, вӗсенчен пӗр колхоз тумалла.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятман калама ҫук пысӑк план туса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Э-э, эсӗ пурнӑҫран юлатӑн, — юриех тӑсса каларӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ илтмен-и вара?

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле пӗрлештерет? — ҫырла ҫиме пӑрахсах ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Акӑ Ятман виҫӗ колхоза пӗрлештерет те, вара эпир ют ялсем пулмастпӑр, пӗр-пӗрин патне кун хушшинче темиҫе хут ҫитетпӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӳпкелешсе мар, тӗрӗссине калатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла эсӗ мана Турикаса пырса ҫӳременшӗн ӳпкелетӗн пулать, — сӑмах йӗрне тупма тӑрӑшрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ҫырла пирки шарламарӗ, вӑл Липӑпа пачах урӑххи ҫинчен калаҫасшӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тутанса пӑх, унсӑрӑн эсӗ хӑвӑн колхозӑнта ҫырла пиҫнине те пӗлместӗн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех