Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Эй, хӗрарӑм, — хӑйне хӑй ятларӗ вӑл, — упӑшка ҫинчен ӗмӗтленен ху ҫаплах, анчах хӑш арҫын пурӑнтӑр санпа, тулӑксӑрскерпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫе ҫитнӗ тӗле вӗсен тӗп йӗрне палӑртса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӗнтӗ ҫӗнӗ шухӑша пурнӑҫа еплерех кӗртмелли майсемпе меслетсем шырама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш пуҫра йӑшӑл турӗ кӑна, самантрах чун, юлашки вӑхӑтра пусахласа пурӑннӑ йывӑрлӑхран ҫӑлӑнӑҫ тупнӑ пек, лӑшах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана хӑвна та, Мӗтри, Кашкйр Мӗтри, кашкӑр…»

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тытатӑп та тупса паратӑп, акӑ, ӑна Калюкне те, ытти хурахӗсене те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-тӑк, ҫылӑха каҫарттармалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнех, чӑнах та, Хӗлимун умӗнче пысӑк айӑпа кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, улталаттармӑп, култармӑп хамран.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Каярах пулин те, хама чике тӑршшӗ лартнине тавҫӑрса илтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫу-ук, Мӗтри, эпӗ кашкӑр пек ухмах мар, кашкӑрӗ — эсӗ, — тахӑш самантра шухӑшласа илчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ҫулпах утрӗ вӑл, те ана ҫине кӗрсе кайрӗ — хӑй те пӗлмерӗ, ура айне пӑхмасӑр тӑнкки-танкки пускаласа талпӑнчӗ малалла, ялалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, халь, мана Хӗлимун хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ чухне, мӗн усси ҫӗр ҫинче пурӑнни».

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Инкек патне йыхӑрса пычӗ те мана вӗлерсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чисти ҫаплах!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Ара, мана хама та Кашкӑр ҫапла улталарӗ-иҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах унӑн пуҫне урӑххи пырса кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑра улталанине те сисместӗр-ҫке… — шухӑшларӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Эх, ӑссӑрсем, ӑссӑрсем!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех