Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Аллисене хӗреслерӗҫ, кӑкри ҫине Микул турӑ ятлӑ пӗчӗк тимӗр турӑш хучӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шыва кӗртсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн, каҫалапа Элкей Микулине тупӑка вырттарчӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑнтӑрла иртнӗ ҫӗре ултӑ кӗтеслӗ тупӑк та туса пӗтерчӗҫ, кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ват аннӳ вырӑнне виле шӑтӑкне кӗрсе выртрӑн-и ӗнтӗ, пӗртен-пӗр ывӑлӑм?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ те килтен тухса кайсан, вара ман пӗр карчӑк пуҫӗпех пурӑнма тивӗ-ши?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Епле пурӑнӑпӑр ӗнтӗ аҫусӑр?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, ачам, иккӗнех тӑрса юлтӑмӑр пулӗ-и ҫак пуш килте — ваттипе ҫамрӑкки?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемей Павлуша ыталаса макӑрчӗ:

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӗнерти Санюк та, Чашламари Марье те килсе ҫитрӗҫ, ашшӗ вилнине курса юлайманнипе пит пӑшӑрханчӗҫ, асламӑшне пыра-пыра йӑпатрӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун хыҫҫӑн пӳртре пуҫтарӑннӑ ҫынсем те ҫав сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепри каларӗҫ, сӑхсӑхрӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара сӑхсӑхса: «Ҫӳлти патшалӑх пултӑр! — терӗ. — Пире кӳрентермен, эпир те хур туман. Мӗн те пулин пулнӑ пулсан, каҫар, Микула. Йывӑр тӑпру — ҫӑмӑл пултӑр!» — тесе пуҫ тайрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виле патне пырса, куҫ хупанкисене ҫыпӑҫтарчӗ, тепӗр хут ан уҫӑлччӑр тесе икӗ куҫӗ ҫине те виҫӗ пуслӑх пӑхӑр укҫа хучӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарт Ҫеменӗ те, килӗнченех ҫурта илсе килнӗскер, Марине кинемее турӑш умне ҫутма пачӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӳрте пӗрерӗн-пӗрерӗн Элкей Микулин тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шалти куҫ кӗтессисенчен икӗ тумлам куҫҫулӗ юхса анчӗ, сӑмса ҫуначӗсем тӗлне ҫитсен иккӗш те ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нимӗн те чӗнмерӗ.

Алли ӳкрӗ.

Эльгеев чылайччен ывӑлӗ ҫине пӑхса выртрӗ, вара сылтӑм аллипе хӗреслесе пиллерӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Павлик, аҫу чӗнет сана, — тесе, Антонина Павловна Павлуша ашшӗ патне ҫавӑтса пычӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Антонина Павловна ӑна ӑнланчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех