Çĕннисем
Кивӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта та уяв ячӗпе линейка иртнӗ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Савӑнӑҫпа ҫиҫекен ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле классенелле саланчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Акӑ, кӗтнӗ самант ҫывхарчӗ — пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси вӗренекенсене партӑсем хушшине ларма йыхравларӗ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Ытти наградӑсем те сахал мар пулчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Хальхинче ҫак хисепе 11 класри Анна Михайлова, Даниил Васильев, Никита Сергеев, Александр Силеров, 9 класри Ангелина Семенова тивӗҫрӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫак кун вӗренӳре, шкулӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче, спортра палӑрнӑ ачасене райадминистраци пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем парса чысларӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Пухӑннисене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе шкул директорӗ П.Алексеев, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Борисова, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Тихвински Турамӑш турӑшӗн Мӑнҫырмари чиркӗвӗн настоятелӗ, V благочиннӑй округӑн благочиннӑйӗ Л.Ермолаев протоиерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Егоров саламларӗҫ, ачасене лайӑх вӗренме, ҫав вӑхӑтрах спортпа туслӑ пулма, творчествӑра ҫирӗп утӑмсем тума сунчӗҫ, вӗрентекенсене те ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Пурте капӑр та илемлӗ, пӑхса ытарма ҫук.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Акӑ хаваслӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ те вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри алла-аллӑн тытӑнса пӗрремӗш вӗрентекенӗсемпе пӗрле утса тухса хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне пурте шкул ҫумӗнчи стадионта пуҫтарӑнчӗҫ, 1-мӗш класа каякансем кӑна ҫук.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Районти ытти шкулсенчи пекех ҫак кун Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта торжествӑлла линейка иртрӗ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Пӗлӳ кунӗ кӑҫал хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарчӗ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Кӑларӑма проект авторӗ Э.МИХАЙЛОВА хатӗрленӗ.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
«Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ» проект ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин гранчӗпе пурнӑҫланать.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
Ялти пурнӑҫ ҫӑмӑл мар, анчах хуларинчен лайӑхрах», - теҫҫӗ Петровсем.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
«Ҫапла, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемесӗр, тар кӑлармасӑр малалла каяймӑн.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
Сергей Николаевичӑн амӑшӗ — Любовь Петровна яланах пулӑшать ҫамрӑксене, ӗне сунӑ чухне те, апат пӗҫерме, ҫум ҫумлама та.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
Кӑҫал Вӑрмар Акатуйӗнче Ольга Михайловнӑна район шайӗнче чи лайӑх доярка пулнӑ ятпа пӗрремӗш степеньлӗ Дипломпа, парнепе чысланӑ.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
Ферма территорийӗнче хӑма кӑлармалли пилорама та пур, кунта вӗсем хӑйсем валли строительство тума хӑма кӑлараҫҫӗ.
Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe
Сергей Николаевичӑн алли ҫыпӑҫуллӑ, вӑл трактор ҫумне кӑкарса ӗҫлемелли - ҫӗре кӑпкалатмалли, сӳремелли, чӗрмелли — хатӗрсене хӑйех пуҫтарса тунӑ.