Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗррехинче, арамӗ патӗнчен тухса Сандецкий ҫурчӗ патнелле хӑпарнӑ чух, Михаил Эльгеев Александр Федорович Федорова тӗл пулчӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тилмӗрсе ыйтни те, макӑрни те пулӑшмарӗ Соньӑна.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юрамасть, сударыня.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чир иртсе пырать, — эсир ӑна тепӗр хут чӗртесшӗн.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫурма ҫултан каялла чакас мар.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Теветкеллӗх пирӗн ӗҫре сӑтӑр ҫеҫ тӑвать, — терӗ вӑл.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ачине курас килнӗрен, Соня клиникӑран тухасшӑн пулчӗ, анчах хӑйне пӑхса тӑракан профессор ӑна кӑлармарӗ:

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эклампси иртсе кайнӑ пулсан та, Соньӑн юн пусӑмӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӳссе пынӑ-ха: ҫавӑнпа куҫӗсем те тӗксӗмленчӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня патне кун сиктерсех кучченеҫ леҫме ҫӳрерӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Матильда Наровчатран таврӑнсан, Георгий Петрович патӗнче пурӑнчӗ: ача кипкисем ҫӗлерӗ, коляска илсе килчӗ, пӗчӗк матрац хатӗрлерӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр Анна Ивановна кӑна пӗлет ун ҫинчен.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич Павлуша та ун ҫинчен инкӗшне калама хушмарӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Клиникӑра выртакан Соня хӑйсен ачине Зинаида Степановна пӑхса ӳстернине пӗлмерӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Киле ҫитсе, ҫывӑрма выртсан та, чылай асаплантарчӗ ӑна ҫак шухӑш.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗл-кӑварлӑ туйӑм сасартӑк сӳнчӗ-ши?»

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑтана пуҫларӑм.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вечерта ҫынсем Евӑпа ман ҫине уйрӑмах тинкерсе пӑхнӑн туйӑнчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Мӗн пулса иртрӗ-ха капла? — шухӑшларӗ Павлуш.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Евӑпа юнашар тӑнӑ чухне вӗсем вут пек ҫуннине аса илчӗ Эльгеев.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫанталӑк сивех мар пулсан та, хирӗҫ вӗрекен ҫил питҫӑмартисене чӗпӗтрӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех