Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫак тӗслӗхсенче вӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен палӑртнӑ сӑмахсем предложение сӑнарлӑх кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Асӑрхарӑр пулӗ, астивтер «кӑштах та пулин тутанса пӑхма пар» пӗлтерӗшпе палӑрать пулсан, лӗрккеттӗмӗр тата тӗшӗрет глаголсем тӳрккесрех пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, «ҫи» сӑмахӑн синонимӗсемпе кӑна пирӗн ҫыравҫӑсем еплерех усӑ курнӑ: « — Манюк, хӗрӗм, сан унта шӑрттан пурччӗ пулас, парсам ӑна кунта. Ӑратна-хурӑнташна астивтер» (В.Ухли. Шуркелсем); «Паранкӑ яшки нихҫан та ҫисе курман, яшка вырӑнне ҫӑра шыв ҫеҫ лӗрккеттӗмӗр» (В. Алентей. Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртет); « — Пахматсӑр, хӑй (амаҫури амӑшӗ) апата упшур пек тӗшӗрет, мана (Тамарӑна) тӑранмалӑх та памасть». (Х. Агивер. Юрату сӑмсахӗ).

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Илемлӗ литература произведенийӗсене чӗрӗ калаҫу чӗлхинчен тӗрлӗ стиль хатӗрӗсем, диалектизмсемпе просторечисем (малашне — ансат пуплев сӑмахӗсем), чурӑс, кӑнттам, килӗшӳсӗртерех сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Унӑн аталанӑвӗ литература аталанӑвӗпе, сӑмах ӑстисен, ӑслӑлӑх ҫыннисен пултарулӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Сӑмах ӑстисен йӗркелесе тунӑ литература чӗлхи вара халӑх чӗлхинчен мӗн кирлине, мӗн пахине йышӑнса малалла аталанать.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Сӑмах ӑстисем йӗркесен пӗлтерӗшӗсене анлӑлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Тӑван чӗлхе аталанӑвӗн туртӑмӗсене сӑнанӑ май тӳрех ҫакна асӑрхама пулать: кулленхи пуплевре сӑмахсем тӑтӑшах ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, чӗлхере пуррисем те хӑйне евӗр тунӑ ҫӗнӗлӗхсене анлӑлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

3. Учреждени, предприяти, урам, район т. ыт. ячӗсене чӑвашла палӑртнӑ чухне чӗлхе специалисчӗсемпе канашласа илни пӑсмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫавӑнпа та чылай ятпа термина ҫӗнӗрен пӑхса тухса, вӑраха ямасӑр, юсас пулать.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

2. Ҫыравҫӑсем чӑваш чӗлхинчи -ри/-ти/-чи сегментӑн грамматика уйрӑмлӑхӗсене пӗлменни терминсем тунӑ чух, тӗрлӗ йышши ятсем панӑ чух нумай пӑтрав кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Анчах та авторсем ҫав формӑсене уйӑрса илейменни е пӑтраштарни вулакан-итлекенсене хытах чӑрмантарать, текста ӑнланса илме кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Кашни палӑрӑма уйӑрса илме пулӑшакан сӑмах формисем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

1. Вырӑн тата вӑхӑт ҫыхӑнӑвне палӑртакан определенисем вырӑс чӗлхинче те, чӑваш чӗлхинче те икшер ушкӑна пайланаҫҫӗ: яланлӑх палӑрӑма кӑтартаканнисем, вӑхӑтлӑх палӑрӑма кӑтартаканнисем.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Юлашкинчен ҫапла калас килет.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Пирӗн шутпа, хаҫатран илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенчи формӑсене пӗрне те йышӑнма май килмест, мӗншӗн тесен вӗсен пӗлтерӗш уҫӑмлӑхӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Кварталти плана срокчен (КЯ, 24.III.77).

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

П. Алексеев бригади сменӑри нормӑна ирттерсе тултарнӑ (КЯ, 6.ХI.80).

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Пиллӗкмӗш стройтрест коллективӗ генподряд енӗпе строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем тумалли вунӑ уйӑхри задание ирттерсе тултарнӑ (КЯ, 12.ХI.80).

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Шупашкар районӗнчи хуҫалӑхсем государствӑна тырӑ сутас енӗпе кӑҫалхи тата пилӗкҫуллӑхри плансене ӑнӑҫлӑ тултарнӑ (КЯ, 6.ХI.80).

Куҫарса пулӑш

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех