Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Апла юрать-и, Натали тӑлӑх арӑм тесе ун умӗнче сарҫу евӗр ирӗлсе шыва сикмелле-и?

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑм мӗн калать, ним уяса тӑмасӑр ҫавӑн пек тӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Питӗ начар арҫын иккен эсӗ, ҫав тери ҫемҫе чунлӑ этем.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, Иван, Иван, — терӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуринчен ытла Иван пиччене Натали пирки ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль те ҫынсенчен катӑк пулать-ха ӗнтӗ пирӗн вир, мӗншӗн тесен нумай кая юлса акатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем тем пек вӑйлӑ вир вырса илнӗ пулӗччӗҫ, эпир сана пула вирсӗр тӑрса юлнӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑн эсӗ вире!

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа пирӗн ялта тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, тӗрӗс мар тунине курман эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Агроном пӗлмесӗрех хушас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кай, ан аташса тӑр, — хӗрхенӳсӗр каларӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпӗ вире ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм, кам пӗлет-ха, акнӑ пӑтӑ шӑтать-и вӑл сирӗн? — хӑйне тӳрре кӑларма тытӑнса пӑхрӗ Сехре Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чисти ҫавӑн пек хӑтланатӑн эсӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сунара кайнӑ чухне вӑл сумкӑна мулкач вилли чиксе каятчӗ, килнӗ чухне вара ӑна, мулкач тытрӑм тесе, пилӗкри пиҫиххийӗйчен ҫакса таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн касра Лапшу Ҫтаппанӗ пек Налим старик пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн каласси пур, тӗлӗнтеретӗн, Иван, ӗмӗр кӑтартман мыскарана кӑтартрӑн, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан, никам та ҫуккине кура, ҫав тери хыттӑн вӑрҫса тӑкрӗ, (ай, усал иккен Марине те пӗр вӑрҫма тытӑнсан), калас пеккине каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр-икӗ сехет ӑна нимӗн те чӗнмерӗ, кайран вара ӑна сӑмахпа кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртех тӗрте-тӗрте илчӗ, кашни утӑмрах тӑрӑхлама пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине вара ӑна темиҫе кун куҫ уҫма та памарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куннинче те Сехре ҫавӑн пекех турӗ, хӑйне «Эй, мӗн намӑсӗ, эпӗ вӑрра кайман-иҫ» тесе лӑплантарчӗ те ним пулман пек колхоз картишне вӑкӑр кӳлме чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт хӑйне вӑрҫкалать, ҫынсене вӑрҫкалать, унтан мӗн пулса иртнине маннӑ пек пулать — ӑҫта ӗнтӗ ялан ӑша вӗҫтерсе ҫӳрен: ӗмӗрте пӗрре ырӑ ут та такӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех