Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унтан кӗпине йытӑ ҫурнине ас турӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вут пек тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ҫавӑнтах ӗсӗклеме чарӑнчӗ, анчах вӑтаннипе пуҫне ҫӗклеме те хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сывлӑх сунатӑп сире, — тараватлӑн сӑмах хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чим-ха, кӳршӗсемех пултӑр-ҫке!

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Хирти Пӑвана ашшӗпе пӗртӑван аппӑшне леҫме кайнӑ та халӗ пушӑллах килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку Сергей пулчӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтукпа Хрестука асӑрхасан, вӑл урапа ҫинчен сиксе анса вӗсем патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫинче ҫутӑ сенкер куҫлӑ, урисене вӗр-ҫӗнӗ сӑран атӑ, пуҫне ула кепка тӑхӑннӑ йӗкӗт ларать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учӗ самӑр, кӳлмелли хатӗрӗсем чӗнрен, урапи ҫине утӑ-улӑм сарнӑ та, ӑна йӗрлӗ-йӗрлӗ паласпа чӗркесе, меллӗ ларчӑк тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукӑн чунӗ ҫапла тулашса тӑвӑннӑ вӑхӑтра вӗсем патне ҫӑмӑл урапа кӳлнӗ лаша ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫта кайса кӗмелле?!

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн?!

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашки кӗпесӗр тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫуртсӑр пурӑнам-и, выҫӑ вилем-и, хӑть чӗрӗллех шӑтӑка кӗрсе выртам-и те, — тек пуҫтарса ҫӳреме тухмастӑп!

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урапа патне пырсан, Мӑҫтук хӑлхине йӑмӑкӗн чӗререн тарӑхса тухакан сӑмахӗсем ыраттарса кайрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калинкки хупӑнсан, картишӗнче каллех йытӑ хӑрлатса вӗрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтук, мулла ҫине пӑхмасӑрах, йӑмӑкӗ пӑрахса хӑварнӑ пушӑ витрине илсе каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шакла пуҫне укапа тӗрленӗ тӳпеттей, ҫине шалпар шурӑ кӗпепе хура шӑлавар, урине сарӑ атӑ тӑхӑннӑ мулла, пӗчӗк ҫеҫ шап-шурӑ сухалне сӑтӑркаласа: — Эй, алла… Эй, алла писмилля, — тесе мӑкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ: — Вит кӗпӳне, — тесе асӑрхаттарсан ҫеҫ вӑл хӑй ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, вӑтаннипе ӗнтӗ, йытӑ ҫурса антарнӑ кӗпипе ӳтне хуплас вырӑнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчӗ, икӗ аллипе те питне, куҫӗсене хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса урама тухрӗ, урапа ҫинчи михӗ ҫине выртса, кӑшкӑрса йӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ те ӑна-кӑна тавҫӑрма пултарайман Хрестук юпа пек шак хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех