Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ашшӗ вилтӑприйӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чух такам сасартӑк: — Ухмаха ан ер, Павлуш! Каялла таврӑн! — тесе каланӑ пек туйӑнчӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш кун пек тӗттӗмре вӑрманта пулса курманччӗ: ирӗксӗрех чунӗ ҫӳҫенчӗ ҫӑва ҫинчи хӗрессем те вӗсем хыҫҫӑн пынӑ пек курӑнчӗҫ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи сасӑ аякка каять, ҫавӑнпа виҫҫӗшӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларса пычӗҫ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичпӳрт ҫынни калаҫса татӑлнӑ вырӑнах пырса тухнӑ иккен!

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗртакран тин тавҫӑрчӗҫ вӗсем.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗветӗр те тӗттӗмре ӑна тӳрех палласа илеймерӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ӑҫта илсе каять ку? Кам вӑл?» — шухӑшларӗ Павлуш.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Палламан ҫын урапа ҫине пырса ларчӗ те тилхепине хӑй тытрӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кунта! — кӑшкӑрни илтӗнчӗ аякран.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Армак-чармак юман хӳттинчен тухрӗ вӑл.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичпӳрт ҫулӗ ҫине тухсан, умра пӗр ҫын кӳлепи курӑнса кайрӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Таврара нимӗнле сас-чӳ те илтӗнмест.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп ҫур ҫӗр.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫ ҫӑви хӗррипе асӑрхануллӑн чуптарчӗҫ те лашине, Туҫа вӑрманӗ патне тухрӗҫ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Палӑртнӑ кун Павлушпа Хӗветӗр Ҫичпӳрт ҫынни каланӑ вырӑна кайрӗҫ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла эпир те пуянсен шутӗнче тӑратпӑр пулать.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗр Куснар хӗрарӑмӗ: «Эсӗ ҫутӑ тӳмеллӗ, выҫӑ ларса курман пулӗ-ха», — терӗ мана.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑнланмарӑм: мӗншӗн ун пек каларӑн эсӗ, Павӑл?

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавна пӗлес пулать, — юптарнӑ пек хуравларӗ шӑллӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир «ҫутӑ тӳмеллисем», аппа.

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех