Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Салтакӑн хӑйне шанас пулать, — терӗ Эльгеев, кӑмӑлӗ урӑхла пулсан та.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, Михаил, каялла таврӑнайрӑпӑр-ши?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Георгий Петрович адьютантне хӑйӗн кабинетне чӗнсе лӑпкӑ сасӑпа ҫапла ыйтрӗ:

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫхине, сакӑр сехет умӗн Атӑл хӗррине юлашки лав тухса кайрӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Слюсарев хӗрӗпе мӑнукне Хусанта хӑварма шутларӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, пристань патне те ҫитеймӗҫ, — хӗрлисен аллине лекӗҫ?»

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, полковник вӗсене пӑрахут ӑҫталла илсе каясса та пӗлмест?

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑнах та, Георгий Петрович хӑйӗн ҫемйи пирки сӑмах та тапратмарӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ӗненсех ӗненет-ши вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ хуларан тухса каясса е ҫынсене палӑртасшӑн мар пулса ҫеҫ сассине хӑпартса калаҫать? — иккӗленчӗ Михаил Николаевич.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кашнине тенӗ пекех кӑшкӑрчӗ, вӑрҫрӗ, пӑскартрӗ вӑл.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун ҫӑварӗнчен усал, хӑлхана йӳҫӗхтерекен сӑмахсем вӗҫерӗне-вӗҫерӗне тухрӗҫ: «йытӑ», «чӑлха», «ана пыйти», «йӗм тӑхӑнма вӗренесчӗ хуть санӑн», «катемпи», «тӑмсай»…

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Полковник хӑй те, лара-тӑра пӗлмесӗр, пӗр учрежденинчен теприн патне чупа-чупа ҫӳрерӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хуларан ҫичӗ ҫухрӑмри пристане лавсем сехет хушшинчех кая-кая килчӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскерсем, тем йывӑрӑш ещӗксене вырӑнтан вырӑна куҫарма тапратрӗҫ.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ларса апат ҫиме те вӑхӑт ҫук салтаксен.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах арсеналри хӗҫпӑшалсене куҫарасси, интендантство службине ҫӗнӗлле йӗркелесси питӗ чӑрмавлӑ, кӑткӑс.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрлӗ кӗнеке-папкӑсене ҫыха-ҫыха тиесси, кирлӗ мар хутсене ҫунтарса пӗтересси ытла йывӑр ӗҫех мар.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хушнине тӑвасах пулать.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Кун пек ҫирӗппӗн хушса калани халиччен те пулманччӗ: чӑнахах «дислакаци» пулса иртет-ши е юриех хӑратасшӑн-ши Георгий Петрович», — тӳрех тавҫӑрса илеймерӗ Михаил Николаевич.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ним турткаланса тӑмасӑр приказа пурнӑҫла! — хыттӑн асӑрхаттарчӗ Слюсарев.

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех