Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тырпул ҫитӗнтермелли технологие ҫутҫанталӑк саккунӗсене тата ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсене тӗпе хурса агрохимирен агробиологие куҫармалла.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ресурс перекетлекен технологисемпе, органикӑпа, сидератсемпе пуянлатнӑ уйлӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла, тӑпра тытӑмне, пулӑхне лайӑхлатакан культурӑсем акмалла, шӑрӑха-типпе тӳсӗмлӗ, чир-чӗре парӑнман сортсемпе ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ҫӗрӗҫне улшӑну кӗртме вӑхӑт ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Удобрени тӑпри те хӑҫан та пулин пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑх та виҫесӗр мар.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ҫакӑ этем сывлӑхӗшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ /сӑмахран, шыҫӑпа чирлисен йышӗ ӳснӗ/.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Анчах вӑл темӗн чухлӗ минерал хывсан та хӑйӗн чиккинчен иртеймен.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Тырпул тухӑҫӗ хӑшпӗр ҫӗршывра гектар пуҫне 60-80 центнера ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

150 ҫул хушшинче ялхуҫалӑх культурин «апачӗн» тӗсӗпе калӑпӑшӗ хушӑнса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Англире суперфосфат заводне пуҫласа хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Виҫӗ ҫултанах Европӑра пӗрчӗллӗ удобренипе анлӑ усӑ курма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

1840 ҫулта нимӗҫ химикӗ Ю. Либих ӳсен-тӑрана минералпа апатлантармалли теорие шухӑшласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Халӑх йышӗ вара ҫулсерен хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Паллах, вӑл вӑхӑтра ӑслӑлӑх вӑрах аталаннӑ, тырпул начар ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи тӑпра XIX ӗмӗр ҫурричченех ӳсен-тӑран ҫӗрӗкӗпе, выльӑх каяшӗпе пулӑхланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Тата мӗнлерех ӑшӑ кӑмӑллӑ уявпа!

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Пӗр шутласан, тӗлӗнмелле те пек - Литература ҫулталӑкӗ ҫуркуннене те кӗчӗ вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Уяв кӑмӑлӗпе ҫунатланса Светлана Гордеева, Валентина Маслова, Альбина Юрату, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан сӑвӑҫсем хӑйсен хайлавӗсене вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗ ячӗпе хӗрарӑм ҫыравҫӑсене «Капкӑн» редакторӗ Николай Ишентей саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех