Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эй, мӗн чухлӗ тӳсрӗмӗр Тӗрлӗ асап-мӑшкӑла!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ку тыткӑнри пурнӑҫа Пӗлес те ҫук калама.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫыннисем те кунтисем Пурте пирӗн йышшисем: Е тыткӑна лекнисем, Е командир ашшӗсем.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кунта ӗнтӗ пӗтӗмпе Ҫӗр утмӑл ҫын пултӑмӑр, Уйӑх ҫурӑ хушшинче Темӗн те пӗр куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кайран колхоз витине Хупса лартрӗҫӗ каллех.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мӑшкӑлласа пирӗнтен Кулаҫҫӗ-ҫке ахалех.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫапла, виҫ кун утрӑмӑр Путӑк-шӑтӑк ҫулпала, Каҫ умӗн тин ҫитрӗмӗр Элес-мелес пӗр яла.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӗҫес килет, темӗн чул Ыйтсассӑн та памаҫҫӗ, Кӑшт чӗнетӗн те — пӑшал Кӳпчекӗпе ҫапаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вут хунӑ пек пӗҫерет Ӑш хыппипе кӑкарта.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӑша яман виҫӗ кун Пӗр тӗпренчӗк ҫӑкӑр та.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫил туллать Ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫа, Кӗрхи ҫӑра пылчӑкӗ Урана лап ҫыпӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Унтан таҫта инҫене Тӗрте-тӗрте уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Алӑсене пирӗнне Сӑнчӑрпала йӑлларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тепӗр кунне тин вара Вӑтӑр ҫынлӑ конвойпа Илсе тухрӗҫ сарайран Пире ирӗксӗр, вӑйпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хупса лартнӑ та пире Икӗ талӑк усранӑ, Ӗнтӗ нимӗҫ пирӗнтен Ҫав териех хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кунта эпӗ пӗччен мар — Хамӑр ялсем ҫирӗмӗн, Вӗсене те нимӗҫсем Ман пек хупса хунӑ мӗн.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мана та пӗр айӑпсӑр Мӑшкӑлларӗҫ те, кайран Тӑна кӗтӗм эп арап Пӑч тӗттӗм сив сарайра.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӗрхенесси-тӑвасси Пӗртте ҫуккӑ-ҫке вӗсен, Мӑшкӑласси, куласси — Ҫав ҫеҫ йӑли нимӗҫсен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кам ҫуратса ӳстерсе Кашкӑр чунӗ панӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫав ҫӗр ҫӑтман Гитлерне Кам ҫуратса янӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех