Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Макар ӗҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӑрчама… юлашки… урӑх нимӗн те юлмарӗ ман, нимӗн те хӑвармарӗҫ, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Давай лар, Макар тусӑм, ӗҫер!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Асту, макинтошна ан варала, сакки таса мар…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ничего, — терӗ, темшӗн пуҫне сулласа, хуҫа.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар шлепкине хыврӗ те ниҫта хума аптӑрарӗ: ниҫта таса вырӑн ҫук, вара каллех тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӳрте кӗрсен, Макар тӗлӗнчӗ: тахҫан тирпейлӗ пулнӑ пӳлӗмре нимӗн йӗрки те ҫук; хуҫи хӑй те вараланчӑк, лутӑрканчӑк костюмпа, галстук ҫыхман, сухалне хырман.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йытӑ ҫӑкӑра чӑмламасӑр ҫӑтма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Выҫӑ пулас эсӗ, аяк пӗрчисем палӑракан пулнӑ санӑн, — терӗ Каюров, йытта ҫур буханка майлӑ ҫӑкӑр парса.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тӑхта-ха, тамӑк хуралҫи!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Цербер, Макар аллинчи тулли сеткӑна курсан, ун ҫумне йынӑшса сӗртӗнме, кӗтмен хӑнан куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхса, унӑн аллисене ҫулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юрать эсӗ пур, атту кунта пӗр-пӗччен ухмаха ерме пулать.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кил, кил, Макар Ильич!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— А-а, Макар Ильич!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тулта Цербер тарӑхса вӗрни илтӗнсен, Лавр Кузьмич пӳрт алӑкне уҫса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне аса илчӗ, ӑҫта, хӑш вӑхӑтра пысӑк йӑнӑш тунине пӗлесшӗн пулчӗ, анчах хӑй хӑҫан мӗнле йӑнӑш тунине тавҫӑрса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара, чӳрече витӗр сачӗ ҫине пӑхса, тарӑн шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑйсӑрланнӑ йытӑ чикеленсе кайрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех