Çĕннисем
Упӑшкипе арӑмӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсене пӗрре мар урӑлтаркӑҫ нарӗ ҫинче урӑлтарчӗҫ, ӳсӗр чирӗнчен сыватакан учреждени пациенчӗн халатне те тӑхӑнса курчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫак ҫемье хӑйне эрех-сӑра лачакинех шуҫса-татӑлса анасран чаркӑч параймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗҫех Ула Тимӗре (Владимир Петровича) ӗҫри должноҫра та кӗҫӗнлетрӗҫ — завуч ӗҫӗнчен хӑтарчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗҫе те вӗсем час-часах «хуркаласа», хӗрӗнкӗ пыркалама пуҫларӗҫ, пуҫ миминчи шухӑшлакан клеткӑсене алкоголь текен наркӑмӑш вӗлернипе йӗркеллӗ, тивӗҫлӗн, пикенчӗклӗ (ҫӗнӗлӗх ҫулӗсене шырасси пирки калаҫма та кирлӗ мар ӗнтӗ) ӗҫлейми те пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Черккесене шаклаттарсан тухакан чӑнкки-чӑнкки сасӑ та халӗ вӗсемшӗн туй йӗс шӑнкӑравӗн чӑнкӑл-чӑнкӑл сасси евӗрлех.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Черкке тӳнтермесӗр-янклаттармасӑр апата та лармаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл та эрех тесен чӑп туллинех тулса тӑкӑнать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр унччен те хутран-хутран сыпкалатчӗ-ха, анчах эрех шампине ҫаврӑнмаллах виҫерен тухмастчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Полина та ҫакӑн хыҫҫӑн «йыснана та сыснана кӑларакан» симӗс шӗвеке ҫутӑрах, ӑшӑрах, хаваллӑрах куҫпа «утьӑкка сиктеркелерӗ», юлашкинчен ҫак пуҫ ҫухатмӑшпа, чун «йӑпатмӑшпа» туслашсах кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арӑмне эрех «сиппе» кайнине курса, Ула Тимӗр Полинӑна ҫапла пӗр хут мар «сиплерӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑнах, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн йӗрне-кунне пӑхмасӑр йӑшкакан, хавшӑракан чун-чӗри лӑштӑрах кайрӗ, хӗрхӳ, йывӑр шухӑшсен пӑтравӗ те, шалтан вӗҫӗмсӗр кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакан хуйхи-суйхи те, мӑкланса, тӗссӗрленсе, канӑҫса, таҫталла аяккалла кутӑнла утӑмсем утӑмлама пуҫланӑн туйӑнчӗ, чӗлхи те, сулчӑланса, самаях ҫемӗҫрӗ: «пыл юхтарни те, уйран уҫлани» те пулчӗ унта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑйӗнче те, арӑмӗнче те ҫак чӑтма ҫук йывӑр хуйхӑ-суйхӑ «хура пӗлӗтне» самантлӑха та пулин сӗвӗртсе, вашкӑртса ярас, манӑҫа хӑварас тесе-ши, пӗррехинче Ула Тимӗр Полинӑна пӗр сӑлтавсӑрах эрех черкки сӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑхӑт пур чир-чӗре те сиплет теҫҫӗ-ха, анчах ку каларӑш гранит пек ҫирӗп чун хаваллисене ҫеҫ пырса тивет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чирлесе те кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑвӑрӑлса ҫунса, кулянса, ухласа макӑрса чутах ухмаха тухмарӗ ун чухне Полина.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫур ҫултанах Ула Тимӗрпе Полинӑн пӗртен пӗр ывӑлӗн, Лешан, чип-чипер таса ӳсекен вун тӑватӑ ҫулхи ачан, пырне пулӑ шӑмми лекнине пула тӑприне таптама тиврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унтан Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ, рак чирӗпе чирлесе, леш тӗнчене ӑсанчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чи малтанах вӗсен ӗни, клевер ҫисе кӳпӗнсе кайнине пула, уй варринчех кӗлерсе ӳксе вилчӗ.