Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Килкарти хапхине асӑрхануллӑн уҫса, ӑмӑрткайӑк кӑмӑлӗ-туйӑмӗпе тулса тӑкӑнакан Павӑлпа ирхи сывлӑм сыпнӑ чечек пек именчӗк хӗр шӑкӑртах пуҫтарнӑ картишне кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫавӑнпа та вӑл мӑшӑр тума юратнӑ, ӗмӗтри хӗр тупӑнсан хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, амӑшӗшӗн те улми йӑтӑнсах пулнипе халь-халь хуҫӑлса-чӗрӗлсе ӳкесрен тӗкӗ панӑ улмуҫҫи туратти пекех савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакӑ Павӑла та шалтан канӑҫ памасть, кил хуҫи яваплӑхӗпе йывӑрланнӑ чун-чӗрине лӑпкӑ пӗве хумӗ пек хумхантарса вӑркаттарать: ҫӑмӑл мар ӗнтӗ ватлӑхалла тӑнкӑлтатакан ҫынна хуҫалӑх ҫӑкне ҫӗклесе пурнӑҫ сукмакӗпе мекеҫленме.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Амӑшӗ халӗ, кӑптӑртатса, кил-ҫурта пӗчченех тытса, тӗревлесе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ашшӗ пир ҫапнипе нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл ҫемьере пӗртен-пӗр ывӑл, тӗпчӗк.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫук, ытлашши йӗплесе те тӑрӑхласа мар, юратуллӑн та шӳтлӗн-мӗнлӗн шӑварса ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫапла ҫыпҫӑнчӗҫ Павӑлпа Лена ҫумне туй туса арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пуҫличченех Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка ятсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ха-ха…

Параппан ҫапмалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Туй юрри сӑмахӗсем пекех…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Янравлӑ пулмасӑр, — ун сӑмахне ларма васкарӗ халӗ те елпӗрсе тӑракан леш ҫутам тӑлпан арҫынах.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Янравлӑ-и?

Хе-хе…

Питӗ майлӑ мӑшӑр пулать: Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка!

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Павӑла Мӑнтӑркка тесе чӗнеҫҫӗ, арӑмне вара Вӑрӑмкка темелле пуль?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӑтра ҫӳҫли туххӑмрах ӑшӑ кулӑпа чалӑшнӑ тути хӗррине «типӗ тал пиҫен купаларӗ»:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ыттисем, вӗсен картне ларайманнисем, мӑклакисем, «чуклакалана» пит-куҫлисем юрату туйӑмӗсӗр е унран чухӑн-им?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ма вара пурин те Нарспипе Сетнер пек ҫеҫ куҫа шартармалла ӗлккен, пӗр калӑплӑ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамки ҫине юхса аннӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркине каялла шӑлса вырттарса, ӑшне шалти «шӑрпӑклӑ» кулӑран пушатса илчӗ вӑтам ҫулсенчи ҫутам, тӑлпан арҫын.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех