Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чанккама, авмак сӑмсаллӑ матрос, сарлака кантлӑ, сӑмсасӑр карттусне чалӑштарса тӑхӑннӑскер, каҫӑна пӑрахута кӗмелли вырӑнтан туртса илчӗ те карлӑк хӗррине, такелаж хатӗрӗсем ҫывӑхнерех, майлаштарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хыҫҫӑнах «Прощание славянки» церемонал маршӗ мӑнаҫлӑн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Отдать швартовы! — илтӗнчӗ капитан рубкинченех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Ах, ӗлкӗрейӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тав-шав, анӑш-тӑнӑш вӑйланчӗ, ӳснӗҫем ӳссе, сарӑлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӑрахут, сывлӑша сӑркатса, сарлака тӑрпинчен пӗлӗтелле тӗксӗм хура тӗтӗм юписем пӗрхӗнтере-пӗрхӗнтере, вӑрӑммӑн иккӗ мӗкӗртрӗ; машинисем, ӗҫе кӳлӗнсе, ҫуйланнӑ чӗре таппи пек пӗр ҫемӗллӗн «тӳнклетме», ӑрӑлтатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑсатакансене пӑрахутран тухма ыйтатпӑр, — илтӗнчӗ ҫак вӑхӑтра капитан рубкинчен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— «Парижская коммуна» пӑрахут ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫич сывлӑш ҫавӑриччен тенӗ пек эпӗ пӑрахутӑн пӗрремӗш хутне чупса анса пассажирсене дебаркадер урлӑ кӗртмелли каҫӑ патне ҫитсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ай, ӑслӑскер, ай, маттурскер!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Мана ӑсатма васкатӑн пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Дружо-о-ок! — тинех тӑн ҫавӑрса ярса, ачаш турӑм ӑна ӑссӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӑнах та, ҫакскер порт патнелле ҫывхарнӑҫемӗн чип-чиперех манӑн «Шурӑ пӑнчӑ» — Дружок — пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чӗрем ҫурхи юр шывӗ пек тулса килчӗ, кӑкӑрӑм шӑнӑҫайми савӑнӑҫпа чыхӑнса ларчӗ, ҫунат сарса, кӑртлатса тапма пуҫларӗ: «Невушлӗ манӑн анчӑкӑм???»

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах хӑйӗн чуппи тикӗс мар — тем вӗттӗн сиккелесе те илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк ҫак шурӑ пӑнчӑ юханшыв порчӗ еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Акӑ анса ҫитрӗ те пӗр супка чарӑнса тӑчӗ, унтан каллех мӗкӗлт-мӗкӗлт мӗкӗлтете пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сакӑлтапа вӑл лапама анса пырать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сӗвек тӑвайкки виркӗсӗнче, хам тин ҫеҫ килнӗ ҫул ҫинче, кутамас йывӑҫ тӗлӗнче, сасартӑк темӗнле шурӑ пӑнчӑ вӗтӗр-вӗтӗр вӗтӗртетни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пуҫӑма ялт! ҫӗклерӗм те тымарӗсем туртӑнса алчӑранӑ куҫӑма кунтан янках уҫӑлакан хула еннелле вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех