Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ахаль йышши те мар тата!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑйӑран вӑкӑр кӑна мар, качака таки те тухать иккен.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Халӗ вара Урӑлманкина кун ҫинчен сыхлӑх хуралҫине хут та муталакаласа ҫырса пама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Паян вара ӑна такам мар, хӑйӗн качака такиех мӑйракипе аяк пӗрчисене мӑйтӑкласа, питне-куҫне чӗрмелесе-шӑйӑрса, суранлатса пӗтернӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чӑн-чӑн хушамачӗ унӑн — Ургалкин.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Урӑлманкин хушамата ял ҫыннисем юлашки ҫулсенче эрехе ҫеҫ «пӗртен-пӗр тус тунӑшӑн», унпа ашкӑнса, хӑш-пӗр чух эрни-эрнипе ӳсӗр-кукӑр ҫӳренӗшӗн тивӗҫтернӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак ӗнтӗ Урӑлманкинӑн кӑптӑрти кил-ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫил ачисем ҫеҫ, кунӗпех пуҫсӑрланса ваш-ваш вашлаттарса, у-у-у! ш-ш-ш! вашкӑрса ҫӳренӗскерсем, халӗ самаях йӑвашланнӑ (паспортсӑр-мӗнсӗрскерсем, каҫ выртма пӗр-пӗр тӳлевсӗр ҫурӑк шыраса хӑшкӑлнӑ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫавӑнтах тахӑшӗ, янкӑшакан купӑс сассипе хутӑшса, балалайка пӑнтӑртаттарать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Шӑпланнӑ урам вӗҫӗнче пусӑ тараси сасси, тахӑш килти ӳсӗр карчӑк юррипе пӗр килсе, чӑрри-и-и-ик-ик! чӑрри-и-и-ик-ик! туса шӑплӑха таткаласа ҫӗтет.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чанккама, тӳрткен сӑмсаллӑ, ҫутам ҫамрӑк милиционер пӗр тӑхтаса тӑмасӑр асӑннӑ хушаматлӑ ҫын килнелле яртлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофима пула!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗтӗмпех Урӑлманкинсен качака такине пула!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кама пула ҫак ырлӑх йӑтӑнса анчӗ тетӗр эсир?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Яла чӑннипех урӑ пурнӑҫ таврӑнчӗ вӗт!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Каҫсерен пур-ҫук ҫамрӑкӗ те, хупӑ клуб умӗнче пуҫтарӑнса, балалайкӑпа хатӑр-хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ (леш ара, темле Высоцкий ҫырнисене!) тӑнкӑлтаттарма пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӑхӑр-ха, урамра халӗ пӗр ӳсӗр ҫын кураймӑн, сывлӑшӗ таса, сипетлӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хи-хи-хи…

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех