Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Мана чалӑшларах кӗтесрен (тем те лартса тултарнӑ унта) темле палламалла мар кӗвҫӗкрех, сӑмсана ҫурса пӑралакан, пусӑхнӑ, ҫивӗч касакан шӑршӑ перет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кухньӑна кӗрсе сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Иртӗр часрах кухньӑналла! — ҫине-ҫинех чӗнет пире кил хуҫи хӑй патне.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Эсир мӗн айланса-эйлешсе тӑратӑр унта?

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Зала ытларах мастикӑпа сӑтӑрса ҫутатнӑ урай, ӑна талккӑшӗпех хупласа хунӑ чечеклӗ, хаклӑ кавир, диванпа креслосене витнӗ палассем тата коньяк тултарнӑ, сервант сентрисем ҫине ӗретлесе лартнӑ шкальккӑсем хӑт кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сӗтелне кивӗ хӑмӑр, ярапаллӑ, анчах таса витӗпе витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Диван, креслосем, сервант, трюмо, тӗрлӗ тӗслӗ пысӑк телевизор, торшер тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Залӗ, стенисене шӑлан ҫырлисем евӗрлӗ накат ҫапнӑскер, анлӑ, таса: кунта вара хӗрарӑм алли сӗртӗнни сисӗнетех.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗҫех Арҫенпа иксӗмӗр зала кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хваттерӗ виҫӗ пӳлӗмлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑха упрасси, унпа перекетлӗ усӑ курасси кашни этемӗн таса тивӗҫӗ мар-и вара?

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Перекетлӗ ҫын иккен ку кил хуҫи. Маттур, маттур!» — ӑшӑмра Тимӗр Кӗркурине ҫурӑмран лӑп-лӑп туса илетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Туалетран тухнӑ чух ҫутӑ сӳнтеркӗчне пусма тата шыв кранне ҫирӗпрех хупма ан ман!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кил хуҫи, урисене кухньӑналла сулӑмлӑн ярса пуснӑ май, ӑна ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Арҫен, ҫул тӑршшӗпех шӑлне ҫыртса чӑткаласа пынӑскер, тулатухалла йӑрт! кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тапочкӑсем теме те ҫук ӗнтӗ вӗсене — ҫӗтӗлсе, сӳсленсе пӗтнӗ лӑстӑксем.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Панчари пек пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Алӑк кукринчи кивелсе тӗссӗрленнӗ, «хӑнкӑла курӑкӗллӗ» шпалерӗ тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗтӗлнӗ, пӑт-пат хӑмпӑланса та тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хуҫи ӑна ҫӑрапа чакӑртаттаркаласа уҫрӗ — пурте хваттере, черетленсе, кӑпӑр-капӑр кӗрсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех