Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, кӗсйинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларса, ачашшӑн: «Ваҫка, Ваҫка», — тесе мӑкӑртатса, така патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн та, ҫак самантра Антун чупса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл выльӑхсен чӗлхине лайӑх пӗлекенччӗ, — хушша кӗчӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тӑхта, Микуль, авӑ, кукша Антун килет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль Ваҫка йӑлисене лайӑх пӗлет, пӗр урса кайсан, унран ыррине кӗтме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӗсем, халь-халь пӗрне-пӗри тытса ҫурасла тӑшмансем пек, хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине ҫиллессӗн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача ик-виҫӗ утӑм малалла ярса пусрӗ, така та ҫаплах турӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Е мана паллаймарӑн-и? — пашӑлтатрӗ Микуль.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ваҫка, Ваҫка, мӗн пулчӗ сана?

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑйӗ ҫумне хӗссе, асар-писер мӑйракаллӑ ҫамкине малалла турӗ, ҫирӗп урисем ҫине хытӑ тӗревленсе, пӗрре хӗрлӗ, тепре ҫутӑ курӑнакан куҫӗсене хуҫи ҫине тӗллерӗ — Микуль те, ыттисем те тапах чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль, папкасем кӑларма хатӗрленнӗ хӑвасене сиркелесе, «Ваҫка, Ваҫка, мӗн ухмахланатӑн эсӗ», — текелесе, така патне чупрӗ, анчах мӗн ку?..

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа юнашарах икӗ путекне ертнӗ, ҫурла пек майракаллӑ лӑпсӑркка хура качака пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах така хӑйӗн хуҫи еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, пуҫне ҫаплах мӑн кӑмӑллӑн тытса, тата шаларах кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ваҫка, Ваҫка! — кӑшкӑрма пикенчӗ Микуль аякранах.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пӗтрӗм. Мӗнле асӑрхамарӑм пулать-ха. Эх, ҫав ҫӗрулмипе кӗрмешсех намӑс курмалла пулчӗ иккен», — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль, аллинчи туйине пуҫ ҫийӗн ҫавӑрса, чи малта пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсен ялӗ йӑлтах йывӑҫ айӗнче ларать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта ватти те, вӗтти те йывӑҫ-курӑка хисеплет, вӗсене ачашласа ҫитӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку — яшмасен ӗмӗртен килнӗ йӑла.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех