Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хирӗҫле команда вратарӗ вара, тутине йӗплӗ кулӑпа чалӑштарса илсе, аллипе кӑкӑрне те тӳнккесе илчӗ: вӑл пулнӑ иккен леш «Ворошилов стрелокӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пӗри тата, латрашка, шапа куҫлӑскер, пӑнтӑх тивнӗ, пӑчӑртатса йӳҫсе тӑракан шапа улекинчи шересӗр самӑр шапа пекех кваклатать: ква-ква-ква-ква…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫакна илтсен, юлташӑмсем хура, хӑмӑр, кӑвак, симӗс шултра шӑрҫасем пек ҫап-ҫавракалатнӑ куҫӗсемпе ман янахӑма вӑнк! вӑнк! тирӗнчӗҫ те пуҫларӗҫ кулӑш «шалкӑм ҫумӑрӗ шарлаттарма»: лах-лах-лах-лах! ха-ха-ха-ха! чӑх-чӑх-чӑх-чӑх! хи-хи-хи-хи!…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ӗнтӗ пурте куҫӗсемпе ман янаха хыпалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Ара, янахху ҫинчи ҫӑпану ӑҫта? — тинех тӗлӗнӳпе хыпса илчӗ турнепе питлӗ, тӗпчӗк чӑрсӑр хӑмӑр куҫлӑ хурамкка Валерьян, лачкам йӗпеничченех тарланӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак теприн…

Ак, ак, пӗрин куҫӗ, унччен тавраналла уй шӑрчӑкӗ пек тринк! тринк! сиккеленӗскер, сасартӑк ман янахран вӑнк! «ҫакланчӗ те», чалл! ҫуттӑн «сиксе тухрӗ»…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кусем, «пӑшт-пӑшт пӑтӑлансах» тӑраканскерсем, куҫӗсене ман ҫине сӳрӗккӗн, нимле мар апла ҫеҫ ывӑткаласа илчӗҫ, анчах нихӑшӗ те шӑл шурри кӑтартмарӗ-ха («Эсӗ мар-ха кунта чи кирли…» терӗҫ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пит-куҫӑмра нимӗнле улшӑну та асӑрхамастӑр-и? — евӗклӗн ейкелесе, эпӗ те хамӑн харпӑр «ҫӗнтерӗве» — савӑнӑҫа юлташӑмсемпе пайлама васкарӑм ҫак вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Пӑхӑр-ха тата ман ҫине…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Паллах, вӑйӑра ҫӗнтернисен ҫуначӗсем ытларах сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Сӑмахӗсемпе те пӑт-пат ҫеҫ перкелешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Самаях йӑшнӑ, шӗлтӗркенӗ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Куҫӗсем — янкӑр тӳпери йӑлтӑр ҫутӑ ҫӑлтӑрсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кӗҫех мана, ҫӑварӗсенчен пӑс «чӑмаккисем кустара-кустара», юлташӑмсем сӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пӑртакран пирӗн команда 1:0 шутпа ҫӗнтернипе вӑйӑ та вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Малашлӑх ҫӑлкуҫӗн тап-таса, уҫӑ, сиплӗ шывне ӑш каниччен перес килчӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Умри пурнӑҫ ҫӑлтӑрӗ татах та илемлӗрех ялтӑртатма, чӗремре пытанса пурӑнакан хаклӑ сукмака ҫуттӑнрах ҫутатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Тӑххӑрмӗш валри хум пек килсе ҫапрӗ кӑкӑрӑма шӑнӑҫайми савӑнӑҫ, иксӗлми ҫӗнӗ хӑват.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех